Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырсарни шкулӗн юбилейне патриархăннипе пӗрле уявлӗç

Апрелӗн 22-24-мӗшӗсенче Ӗпхӳре чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул, П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ 30 çул çитнине халалласа уяв мерпориятийӗсем иртеççӗ

Апрелӗн 22-мӗшӗнче 15:00 сехетре Ӗпхӳри ача-пăча филармонийӗнче Чăваш пӗрлешӗвӗн пухăвӗ пулать, унта вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем, педагогсем хатӗрленӗ концерт кăтартӗç.  

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Ӗпхӳри уяв каçне килнӗ Шупашкар хăнисемпе Пушкăртстан чăвашӗсен представителӗсем Авăркас районӗнчи Чăваш Хурамал ялне, В.В.Николаев ялне çитсе килӗç.

Апрелӗн 24-мӗшӗнче 11:00 сехетре Чăваш Республикин делегацийӗ П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртекен çавра сӗтеле хутшăнӗ. Çак кунах хăнасене Пушкăртстан Республикин тӗп хулипе паллаштарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев