Ҫӗнӗ митрополит Урал енчен килет
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ митрополит Урал енчен килет

Тутарстанра 220 ытла православи чиркӗвӗ

Иртнӗ уйӑхра Феофан владыка сасартӑк коронавирусран вилсе кайнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне кам йышӑнасси нумайӑшне канӑҫ памарӗ-тӗр. Митрополит тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Мари Эл митрополийӗн ертӳҫи Иоанн пурнӑҫласа пынӑ. 

Паян Вырӑс православи чиркӗвӗн Священный Синочӗ канашлу ирттернӗ. Ӑна Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗ Кирил ертсе пынӑ. Тутарстан митрополийӗн пуҫлӑхне Екатеринбург митрополитне Кирилла лартнӑ. 

Канашлу онлайн-меслетпе иртнӗ. 


Нет комментариев