Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑкри элеваторта ӗҫ пуҫланнӑ
Элеватор июлӗн 10-мӗшӗнчен тырӑ йышӑнать. Районсенче тухӑҫ тӗрлӗрен
Пысӑк опытлӑ механизаторсен кӑмӑлӗсем хуҫӑлаҫҫӗ ҫумӑр курман хирсенче ҫӗр ал лаппи хулӑнӑш типсе ҫуркаланса пӗтнине курсан. Хӑш-пӗр тырӑсем Пӑва районӗнче чӗркуҫҫи таран та ӳсеймен. Ҫумӑр суйласа кӑна ҫурӗ ҫав калчасем пучахланнӑ вӑхӑтра. Ак, Теччӗ районне илер. Тӗслӗхрен, унта гектартан 45-48 центнер тырӑ паракан хирсем те пур. Хальхи агротехнологисене пӑхӑнни кӑна мар, ӑнӑҫу та пур-тӑр ҫакнашкал ҫитӗнӳ ре.
Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑкри элеваторӑн хӑрушсӑрлӑх службин начальникӗ Евгений Ильин пӗлтернӗ тӑрӑх, элеватора кунне 80 ытла машина тырӑ илсе килеҫҫӗ, ку вӑл 1,5 пин тонна. Пӑва, Ҫӗпрел районӗсем, Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ тӑрӑхӗнче кӳреҫҫӗ тырра. Ҫапах ҫӑкӑр пуринчен те ытларах Теччӗ районӗнчен килет.
Ӗҫ калӑпӑшӗ ӳссе пынине кура Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑк элеваторӗ вырма сезонӗнче ӗҫлеме ҫынсене илет.
"Пире ку вӑхӑтра пайтах ҫын кирлӗ", – тет Евгений Ильин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев