Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци апачӗ пӗр кăларăмра

Ку истори 2023 çулта пуçланчӗ. Шăп çавăн чух тутар наци уявӗн Сабантуйăн концепцине çӗнетме вăхăт çитни пирки сăмах тухрӗ. Анчах мӗнле? Уяв хатӗрлекенсем çав çулах улшăнусем кӗртнӗ çӗнӗлӗхсем тӗпрен илсен тутар халăхӗн ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăнчӗç. Çавăнпа тӗрлӗ мастер-классем, халăх ташшине вӗрентесси анлă пулчӗ Сабантуй площадкисенче.

Республикăн Сабантуйӗ умӗн пресс-конференцире спикерсем тутар халăх апачӗн рецепчӗсене пухса уйрăм кăларăмпа пичетлесе кăларасси те çӳлерех асăннă концепци çӗнӗлӗхӗ çинченех. 

Тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче  иртнӗ пресс-конференцин теми «Сабантуй рецепчӗсем» пулса тăчӗ. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, Хусан Культура управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Эмиль Мустафин тата Розалина Мусабирова дизайнер хутшăнчӗç. Проектăн кашни тапхăрӗ çинчен каласа пачӗç. 

Рецептсене Хусанта иртекен Республика Сабантуйӗсен площадкинче тата электронлă почтăпа пуçтарма пулчӗç. Çак пуçарăва пурте чăнласа йышăнмарӗç курăнать – рецепт сӗнекенсен шучӗ 200 çынна та çитеймен. Апла пулин те пуçару ахаль иртмен, йӗркелӳçӗсем 54 рецепта суйласа илсе  «Сабантуй рецепчӗсем» ятлă парнелӗх открыткăсен кăларăмне кӗртнӗ. Халӗ унпа паллашма, усă курма сӗнеççӗ. Кăларăма тутарла, вырăсла, акăлчанла тата арабла кăларнă – тиражӗ пӗтӗмпе  5000 çитнӗ.

Открыткăн иллюстраципе пулмалла, кулинари шедеврӗсене тутанса пăхиччен куçпа курса хаклас килет. Йӗркелӳçӗсем çакна шута илнӗ, кăларăма илемлетме Н.Фешин ячӗллӗ училищӗрен креативлă индустри шкулӗ (ШКИ) вӗренекенӗсене явăçтарнă. Вӗсем хитре илемлетнӗ апатсен сăнӳкерчӗкӗсене КИУ кухнинчех тунă. Открыткăсене ӳкерсе илемлетессине те хăйсем çине илнӗ. В.Тимирясов ячӗллӗ Хусан инноваци университечӗ (КИУ) те проекта хатӗрленӗ çӗре пысăк тӳпе кӗртнӗ. Çемьерен çемьене куçакан рецептсемпе тӗплӗн паллашаканни, апатне хатӗрлесе пăхаканни тата текста вулакансем ăнланмалла йӗркелекенни шăпах КИУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем пулнă. Розалина  Мирсайфовна каласа панă тăрăх, рецептра «тăвар, сахăр песокӗ тутине пӗлсе илмелле» тесе çырнине шăпах КИУ специалисчӗсем тӗп-тӗрӗс çырнă. Çакăн пек ытти кăлтăксене те чылай якатнă вӗсем. 

Çав кунах ТР Наци библиотекинче кăларăмăн хăтлавӗ иртрӗ. Унта пынисем рецепт авторӗсемпе куçа-куçăн тӗл пулчӗç, тутар тӗпелӗн вăрттăнлăхӗсем çинчен ыйтса пӗлчӗç.  

Проекта пурнăçлама ТР Раисӗ çумӗнчи Культура аталанăвне тӗрев паракан фонд, ТР Правительстви, ТР Культура министерстви, КИУ, ШКИ, ТР Культура сферинче йăла-йӗркесене упрассипе тата инновацисене ӗçе кӗртессипе ресурс центрӗ хутшăннă.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество кухня