Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчӗсен хӳттипе

2013 çултанпа хула çулӗсемпе транспорт ирӗклӗн çӳресси 15 процент ӳснине


2013 çултанпа хула çулӗсемпе транспорт ирӗклӗн çӳресси 15 процент ӳснине 

Кăçал Хусанта 11 наци проектне пурнăçланă çӗре 10 миллиард тенкӗ уйăрма йышăннă. Çак суммăран 1,6 миллиард тенкӗ «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программăпа тăвакан ӗçсене каять. Хулари Константиновка тата Кадышево поселокӗсенчи кӗперсене шăпах çак программа тӗревӗпе юсаççӗ те. Кун çинчен паян Хусан ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Ильдар Шакиров каласа кăтартнă. 

«Регионти тата вырăнти çулсен сечӗ» программăпа Хусанта урамсен 9 участокне (пӗтӗмшле 6,3 километра тăсăлать) юсаççӗ. 
Çавăн пекех Вознесенки трактне Çӗнтерӳ Проспектӗнчен М7 «Волга» тарссăна çити малалла тăсаççӗ. 

Тутарстан тӗп хулинчи 475 светофортан паян 219-шӗ çул-йӗр управленийӗн тытăмӗпе çыхăннă. Хулара 783 транспорт детекторӗ, 333 видеосăнав камери лартнă. Кăçал тата 14 светофор объектне ӗçе кӗртме палăртнă. 

Ильдар Шакиров 2013 çултанпа çулсемпе транспорт ирӗклӗн çӳресси 15 процент ӳснине пӗлтернӗ. 

Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нацпроект