Наци стилӗпе туй ирттерме 80 çемье грант илнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Наци стилӗпе туй ирттерме 80 çемье грант илнӗ

Тутарстанра 2025 çулта 80 çамрăк çемьене наци йăли-йӗркипе туй ирттерме грант панă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров «Татар-информа» пӗлтернӗ.

«Пурӗ 80 çемье çакăн пек грант илме  тивӗçрӗ. Проект анлă сарăлчӗ, ăна çамрăксем те, туй ирттерекенсем савăнса йышăнчӗç. Пирӗн ытти регионти ӗçтешсем çак проектпа интересленеççӗ, ăна мӗнле пурнăçламаллине ыйтса пӗлеççӗ»,  – пӗлтернӗ ведомство ертӳçи.

Грант укçине 35 çула çитмен тата республикăра 3 çултан ытларах пурăнакан мăшăрсене панă. Ăна илме çамрăксем заявка тултармалла тата видеовизитка хатӗрлесе собеседовани иртмелле пулнă. 

 


#Гранты этносвадьба

Нет комментариев