Наратлăра Сурхури ирттертӗмӗр
Сурхури – чăвашсен хӗллехи кун таврăннă тапхăрта уявлакан уявӗ. Вăл пӗр эрнене тăсăлать. Христиан тӗнне йышăннăранпа Сурхурие Раштавран пуçласа Кăшарниччен паллă тăваççӗ.
Сурхури «сурăх ури» сăмахсенчен пулса кайнă. Чăн та, çамрăксем çак вăхăтра тӗрлӗ юмăç пăхаççӗ, çав шутра каçхине, тӗттӗмре, сурăх урине пăяв çыхаççӗ. Ирхине тӗрӗслеççӗ: енчен те пăява шурă сурăх урине çыхнă-тăк – пулас мăшăр сарă çӳçлӗ пулать, хуринне-тӗк – хура. Ула-чăла сурăх уринчи пăяв пулас мăшăр илемлӗ мар пуласса тенӗ.
Сурхуринче юмăç янисӗр пуçне тата юрланă-ташланă, вăйăсем вылянă. Паллах, тухăç, выльăх-чӗрлӗх ăнса пултăр тесе йăласене пурнăçланă.
Эпир, Наратлăри библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем, иртнӗ эрнере ял халăхӗ валли «Сурхуринче юмăç яни» темăпа фольклорпа пӗлӳ сехечӗ ирттертӗмӗр. Уява ертсе пыракансем çак праçникăн историйӗ, ăна ӗлӗк мӗнле паллă туни пирки каласа пачӗç, Сурхурипе çыхăннă ваттисен сăмахӗсемпе каларăшсемпе паллаштарчӗç.
Сурхурине пуçтарăннисем тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупрӗç, вăйăсем вылярӗç, юмăç ячӗç, Сурхури юрри-такмакӗсене шăрантарчӗç. Юлашкинчен икерчӗпе тата кукăльсемпе тутлă чей ӗçрӗç.
Татьяна ДМИТРИЕВА.
Наратлă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев