Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарспи» фестивале хутшăнма чӗнеççӗ

Çулсерен Ульяновск хулинче иртекен чăваш наци тумӗн регионсен хушшинчи «Нарспи» фестивальне хутшăнма заявкăсене ноябрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Мероприяти ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртет.

Фестивале пуçарса яракансем – Ульяновск облаçӗн Правительстви тата  Искусствăпа культура политикин министерстви. Ăна чăваш наци тумне аталантарас тата çӗвӗ ăстисем хушшинче пултаруллă çынсене тупса палăртас, маçтăрсен пӗлӳ шайне тата илем туйăмне ӳстерме пулăшас, чăваш халăхӗн пуян еткерлӗхне упрас тӗллевпе облаçри Наци культурисене çӗнетсе аталантаракан центр йӗркелет.

Фестивале хутшăнма хăйсен çӗленӗ кӗпе-тум коллекцийӗпе паллă дизайнерсемпе модельерсене кăна мар, мода тӗнчинче пӗрремӗш утăм тăвакансене те чӗнеççӗ.

«Нарспи» фестивалӗн положенийӗпе çак ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество национальный костюм