«Нарспи» сцена çине таврăнать
К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ хальхи вăхăтра историлле премьерăна хатӗрленнине хыпарлать ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Декабрӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче (тата 24, 25-мӗшӗсенче) кунта чăваш классикӗн К.Ивановăн «Нарспи» трагедийӗ тăрăх лартнă спектакль пулать.
Аса илтеретпӗр, постановкăна пуçласа пирӗн ентеш, чăваш театрне йӗркелесе янă Иоаким Максимов-Кошкинский (Кăнна Кушкинче çуралса ӳснӗ) 1922 çулта лартнă. Ун хыççăн Л.Н.Родионов режиссер «Нарспие» ултă хутчен (1941, 1945, 1948, 1960, 1979, 1989 çулсенче) драмтеатрăн сцени çине кăларнă.
Акă каллех, 36 çул иртнӗ хыççăн, Нарспипе Сетнерӗн телейсӗр юратăвӗн авăрне путма, Силпипе Хушăлкара пулакан трагедие чун витӗр кăларма май пур пирӗн. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаевăн гранчӗ пулăшнипе К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Нарспи» спектакле сцена çине тавăрать.
Театрăн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тăрăх, постановкăн режиссерӗ хальхинче – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳçи Раççей, Азербайджан çӗршывӗсен, Калмăкпа Тыва республикисен искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ – Борис Манджиев. Сценографипе тата костюмсем енӗпе Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ художникӗ Валентин Федоров ӗçленӗ, кӗввине ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Лолита Чекушкина çырнă.
Премьера кунхине «Нарспи» спектакльпе кăна мар, фойере поэмăна халалланă экспонатсемпе, картинăсемпе те паллашма пулать. Театр курава ятарласа хатӗрлет. Спектакле Пушкин карттипе те кӗртеççӗ. (Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев