Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчӗ пулӑшнипе Тутарстанри ача больницисенче хӑтлӑрах пулса тӑнӑ

Республикӑра Ача-пӑча онкологийӗн центрнет тума тытӑннӑ тата 7 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ

2020 ҫулта Тутарстан 50 федераллӑ проектра хутшӑннӑ, вӗсем 11 наци проектне кӗреҫҫӗ.

Сывлӑх сыхлав сферинче ачасен поликлиникисене уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ: республикӑри 31 больницӑра планировка улӑштарса условисене ачасем валли меллӗрех тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Экономика министерстви пӗлтерет, шӑпах вӑл Тутарстан территорийӗнче регионри проект офисӗ пулса тӑрать.
Унсӑр пуҫне республикӑра 7 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне тунӑ тата Ача-пӑча онкологи, гематологи, хирурги центрне тума тытӑннӑ.
Хӑтлӑх кӗртессинче те республика малалла кайнӑ. Иртнӗ ҫул хула хутлӑхӗнчи 51 объекта лайӑхлатнӑ, 268 километр ҫула норматив шайне кӗртме пултарнӑ.
Тутарстанри экологие лайӑхлатма 12 тасату сооруженине, ҫумӑр канализацине реконструкциленӗ е ҫӗнӗрен тунӑ. Шемордан ялӗнчи нефтепродуктсемлӗ ҫӗре рекультивациленӗ. Мензелинск хулинчи тата Прости ялӗнчи санкциленмен свалкӑсене ликвидацилеме тытӑннӑ.
Наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессинче республика 2021 ҫулта та хутшӑнӗ, ҫак тӗллевсене 21 млрд ытла тенкӗ ярӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев