Ӗне-качакашăн республика субсиди парать
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗне-качакашăн республика субсиди парать

Май уйăхӗн 15 – 29-мӗшӗсенче харпăр хуçалăх тытакансенчен субсиди валли заявкăсем йышăнаççӗ.

 ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви пӗлтернӗ тăрăх, субсидие сăвăнакан ӗне, сăвăнакан качака тата çулталăкран аслăрах качакасем усранин тăкакӗсен пӗр пайне саплаштарма параççӗ. Çапла вара пӗр ӗне тытакансене – 2000, икӗ ӗнешӗн – 3000, 3 е ытларах ӗнешӗн 4000 пин тенкӗ тӳлеççӗ. 500 тенкӗлӗх ветеринари мероприятийӗсене ирттерме килӗшӳ тусан кашни ӗне пуçне тата 300-шер тенкӗ хушма субсиди параççӗ. ( О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).


Сельское хозяйство

Нет комментариев