Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Чăваш Енӗн тӗп хулинче Шупашкарти халăхсен хушшинчи XVII кинофестиваль уçăлнă

Чăваш Енӗн тӗп хулинче ӗнер Шупашкарти халăхсен хушшинчи кинофестиваль уçăлнă. Вăл 17-мӗш хут иртет. Фестивале кăçал регион тата халăх киновне халалланă.

Кинофестивалӗн конкурсӗсене кăçал Раççей, Великобритани, Итали, Греци, Германи, Франци, Армени, Иран, Инди, Абхази, Кăркăсстан, Туркменистан тата Таджикистан режиссерӗсем хăйсен ӗçӗсене тăратнă. Вылякан фильмсен конкурсӗнче 10 ӗç пăхса тухӗç, регион тата халăх киновӗн конкурсӗнче — 25. 


Кинофестивале «Хурăн шывӗ» фильмпа (режиссерӗсем Николай Семеновпа Зоя Илларионова) уçнă. Çавăн пекех куракансене 1934 çулта ӳкернӗ «Чапаев» фильма (режиссерӗсем Георгийпе Сергей Васильевсем) та кăтартнă. Вăл экран çине тухнăранпа кăçал шăпах 90 çул. 


Конкурса хутшăнакансен ӗçӗсене хаклакансен йышӗнче хальхинче Эдгар Багдасарян кинорежиссер тата продюсер, Дмитрий Муляр театр тата кино актерӗ, Михаил Косырев-Нестеров кинорежиссер тата актер, Артем Васильев композитор тата педагог, Галина Сыцко продюсер, Саера Сафарова кино тата театр актриси тата ыттисем.

Сăнӳкерчӗк ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев