Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер зоопаркран крокодил вăрласа килтӗм

КĂШТАХ КУЛĂШ

– Алло, эпӗ-ха ку – Кулине... Ӗнер зоопаркран крокодил вăрласа килтӗм, – телефонпа шăнкăравлать Яка Кулине.

– Анонимлă алкоголиксен обществине лекрӗр эсир,– илтӗнет трубкăран хирӗç.

– Эп мӗн, ӗнер урă пулнă тетӗр-им?

* * *

– Чиперкке, сумкăр уçă сирӗн, – асăрхаттарать Маринене пӗр арçын урамра.

– Ай-уй, тавах! Лайăх çынсем пур иккен-ха. Тепри пулсан укçана кăларса илетчӗ те таратчӗ ӗнтӗ.

– 96 тенкӗ те 50 пус укçа-и вара вăл?

* * *

Вӗçкӗн Ваççапа Кукша Кӗркури калаçаççӗ:

– Тепӗр икӗ çултан Европăран лайăхрах пурăнма тытăнатпăр, – пӗлтерет Ваççа.

– Европипе мӗн пулать-ши тата? 

* * *

Кукша Кӗркурин сасартăк кӗсьери телефонӗ юрласа ярать.

– Алло, ырă кун, ФСБран шăнкăравлатпăр.

– Ăнлантăм-ха, – хуравлать шиклӗн Кӗркури.

– Ăçтан пӗлтӗр?

– Сӳнтерсе хунă телефон çине шăнкăравларăр та хăвăр...

 

* * *

– Чунăм, эп çӗрле ӳсӗр, кăвак куçпа çитсе килсен япăх шутламарăн-и эс? – арăмӗнчен ыйтать Кукша Кӗркури ирхине куçкӗскире хăйне курнă хыççăн.

– Çу-у-у-к, чăн та, куçна кăвакартманччӗ-ха эс ун чух, – хуравлать арăмӗ.

В.Емельянов ӳкерчӗкӗн фрагменчӗ. «Капкăн» журналтан

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев