Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Александр Простов-Покровский ӳнерçӗпе сывпуллашрӗ

Апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусан патшалăх ӳнер искусствисен музейӗ çумӗнчи Сандецкий усадьбинче Сальвадор Дали Кубокне илме тивӗçнӗ ӳнерçӗпе Александр Простов-Покровскийпе сывпуллашрӗç.Художник майăн 3-мӗшӗнче 75 çулта ӗмӗрлӗхех пирӗнтен уйрăлса кайрӗ.

Раççей живописецӗ, графикӗ, сценографӗ, художник-постановщикӗ театр ӗçченӗсен çемйинче çуралнă: ашшӗ Евгений Александрович Хусанти В.Качалов ячӗллӗ вырăс драма театрӗн тӗп режиссерӗ, амăшӗ çав театрăн актриси Нина Юдина. Пулас ӳнерçӗн пурнăçӗ ачаран искусствăпа тачă çыхăннă, апла пулин те çар хӗсметӗнчен таврăнсан вăл пӗр тапхăр  Хусанти авиаци институтӗнче ӗçленӗ. Çак вăхăтра ӳнерçӗсемпе паллашса ӳнер фончӗ çумӗнчи студире вӗренме пуçланă. Кайран Шупашкарти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унăн вӗрентекенӗсенчен пӗри РСФСР тата ЧАССР халăх художникӗ Николай Овчинников пулнă. Равель Федоров преподаватель те сумлă ӳнерçӗ –  паллă живописец, РСФСР халăх художникӗ, ЧР Хисеплӗ гражданинӗ.

Институт хыççăн Александр Евгеньевич Хусанта нумай ӗçленӗ,  Мускавра тухса тăракан «Знание — сила» журналпа та çыхăну тытнă. 1982 çулта Болгарири Несбер хулине путевкăпа кайни художникăн пурнăçне тӗпрен улăштарнă, творчестви çине те пысăк витӗм кӳнӗ. Ултă çул пурăннă вăл Болгарире. Вырăнти наци культурипе интересленнине ӳнер ӗçӗсенче куратпжр. 1990-мӗш çулсенче Европа çӗршывӗсенче – Ирланди, Великобритани тата Германи– çул çӳрени А.Простов-Покровский пултарулăхне вăйлă аталантарнă.

2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче ӳнерçӗ Раççее яланлăхах таврăнать. Унăн ӗçӗсем куракансенемшӗн унчченхинчен те интереслӗрех пулнине асăрханă критиксем. Вӗсенче эстетика, интеллектуальность тата ăс-хакăл пуянлăхӗ пӗрлешни авторăн ăсталăхӗ çӳллӗ шайра п«улнине кăтартать. Ӳнерçӗ хăй ӗçлекен юхăма «интеллектуаллă реализм» тесе ят панă.

Александр Евгеньевич Простов-Покровский тутарсен театр тата кино режиссерӗпе Салават Юзеевпа художник-постановщик пулса кӗске метражлă фильмсене те, тулли метражлă «Курбан-роман» (2014) картина ӳкернӗ çӗре те хутшăннă.

Ӳнерçӗ картинисен куравӗсем Германире, Ирландире, Мальтăра, Чехинче, Словакире, Болгарире, Турцире, Сербире, паллах, Раççейре иртнӗ. Паянхи куна унăн ӗçӗсем  Дублинăн (Ирланди) хальхи вăхăтри искусство музейӗнче тата «Ориджин галери» галерейăра, Ганноверти (Германи) Шпренгель-музейре, Прагăри (Чехи) Масарик ячӗллӗ искусствăсен академийӗнче упранаççӗ.

Общественнось Александр Евгеньевич Простов-Покровский творчествине тивӗçлипе хакланă.  Тӗрлӗ вăхăтра ăна Сальвадор Дали Кубкӗпе те, Франц Кафкăн Европа çаврашкин Ылтăн медалӗпе тата Хусан 1000-çуллăхне асăнса кăларнă медальпе наградăланă.

 

Сăнӳкерчӗк ТР ГМИИ пресс-службинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество