Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Ларионовăн çӗнӗ кӗнеки тухрӗ

Туслă пурăнсан кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах парăнтарма пулать. Кӗнекепе туслă ача нумай пӗлет, ыттисемпе килӗштерсе пурăнакана йывăрлăха лексен пулăшу алли тăсса паракан тупăнатех. Çакна Николай Ларионовăн «Акуш» кӗнекипе паллашсан куратăн. Юмах-калав пуххи нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă. Ӳнерçи – Светлана Бритвина, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӗнеке алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли хатӗрленӗ алçырусен конкурсӗнче 2024 çулта çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Кӗнекене икӗ юмах тата вунă калав кӗнӗ. «Усал автан» хайлавра тӗпре – чăх-чӗп пурнăçӗ. «Пӗр пысăк картара кайăк-кӗшӗк нумай пурăннă тет:  чăх-чӗп, хур-кăвакал, кăркка таврашӗ тата ытти те. Вӗсем туслă пулнă, тырă сапса парсан пурте пӗрле сăха-сăха çинӗ...

Кунта пӗлтӗрхи хура автан та пулнă. Вăл сарă автан уçă сасăпа авăтнине юратман, ăна кӗвӗçнӗ. Хăйӗн сасси вара хăйăлти пулнă, çенӗк алăкӗ чӗриклетнӗ пек нушаланса аран-аран тухнă...» Кӗвӗç чунлă пулни, паллă ӗнтӗ, ырри патне илсе çитермест, юмахра та çаплах пулса тухать. Ыттисене пач хисеплеменскер пӗррехинче инкеке лекет. Хăш кайăкӗ пулăшӗ-ши ăна?

«Телефон шырани» юмахра вара вулакан вунă çулти кахал Çименпе паллашӗ. Наянскер килте ӗçлеме те, ашшӗ-амăшне пулăшма та, кӗнеке вулама та юратман. Пӗтӗм вăхăтне телефон урлă Интернет тӗнчинче ирттернӗ. Пӗр кун çапла иртнӗ, иккӗ, виççӗмӗшне вара вăл инкеке кӗрсе ӳкнӗ – унăн телефонӗ çухалнă! Шутлама та хăрушă вӗт! Ăçта кайса кӗнӗ-ши лешӗ, кам пытарса хунă ăна? Кăна вулакансем хайлавпа паллашсан пӗлӗç.

Калавсенче автор ăса вӗрентекен пулăмсем çинчен каласа парать çеç мар, усăллă информаци те илсе кăтартать. Акă «Чӗкеç чӗппи» калавра ачасем çак кайăкăн, «Чӗрӗп» хайлавра йӗплӗ çăмха пурнăçӗ пирки вуласа пӗлме пултарӗç. Кӗнекесем чăн-чăн тухтăр пулма пултарние «Савтепи тата кӗнекесем» хайлавра вуласа ӗненӗç, шыва кӗме каякансен асăрхануллă пулмаллине «Тӗпне пӗлмесӗр шыва ан сик» хайлава вуласа ăша хывасса шанас килет. 

Килти чӗрчунсен пурнăçӗ Николай Николаевич пултарулăхӗнче пысăк вырăн йышăнать: «Чаппи», «Кăвак Хăлха», «Карай» калавсенчи сăнарсем хăйсене пăхакансене лешсем йывăрлăха кӗрсе ӳксен пулăшма васкаççӗ. Кирек мӗнле сăнар та ырă чунлă пулни сисӗнет, чăрсăрланма хăтланакан вара хăй йăнăшне ăнланса илет. 

Кӗнекене Светлана Бритвина ӳкерчӗкӗсем чӗрӗлӗх кӗртеççӗ, сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççӗ.

Хисеплӗ вулакансем, сире çак кӗнекене кӗнӗ «Акуш» калавпа паллаштаратпăр. 

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Н.Ларионовăн харпăр 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели книжные новинки