Николай Хрисанов хутшăнмасăр Çӗпрел тăрăхӗнче пӗр спорт мероприятийӗ те иртмест
Николай Иванович тăрăшнипе çав çулсенче физкультурăпа тата спортпа туслашакан çынсен шучӗ районта самай ӳснӗ. Республика шайӗнчи ăмăртусене тăтăш хутшăнса çӗпрелсем ун чух çăмăл атлетика, йӗлтӗрпе чупас тата многоборье енӗпе 35-мӗш вырăнтан 3-мӗшне хăпарма пултарнă.
Николай Иванович Хрисанов пирки «ăçта çуралнă, çавăнта юрăхлă пулнă» темелле. Вăл Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел ялӗнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн пурнăçӗнчи тӗп ӗç – педагог, физкультура вӗрентекенӗ.
Николай 1980 çулта Ульяновскри педучилищӗне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Хăйӗн специальноçӗпе ӗçе вырнаçнă та çав хушăрах аслă пӗлӳ илнӗ мал ӗмӗтлӗ çамрăк. Палăртса хăвармалла, Николай професси суйланă чух ашшӗ çулӗпе кайнă. Ашшӗне, Иван Сергеевича, 1957 çулта Çӗнӗ Йӗлмел шкулне математика вӗрентме янă. Коля шăп çав çул çуралнă.
Николай Ивановичăн пурнăçӗ ачаранпах физкультурăпа çыхăннă. Шкулта вӗреннӗ чухнех юратнă вăл физкультура урокӗсене. Вăл вӗреннӗ вăхăтра шкулта ăшă спортзал пулман-мӗн, çавăнпа физкультура урокӗсем ялан тенӗ пекех уçă сывлăшра иртнӗ. Николай уйрăмах чупма тата йӗлтӗрпе ярăнма кăмăлланă. 1972 çулта тăван ялти 8 çуллăх шкула пӗтерсен вăл малалла Кивӗ Çӗпрел шкулӗнче вӗреннӗ, аттестат та çакăнтах илнӗ.
Ӳт-пӳ енчен пиçӗхнӗ çирӗп хул-çурăмлă йӗкӗте 18 тултарсан районти çар комиссариатӗнче Çурçӗр флота хӗсмете кайма сӗннӗ. 3 çул хушши подводник пулса хӗсметре тăнă ентешӗмӗр. Северодвинск хулинче ятарлă вӗренӳ иртсе специальность алла илсен «Ленинец» шыв ай кимми çинче хӗсметре тăнă.
Салтакран таврăнсан малтан Шупашкарта электромонтера вӗреннӗ çамрăк каччă. Анчах та ку специальность ăна тивӗçтермен. Физкультурăна юратаканскер Ульяновскри педагогика училищине кӗме шут тытнă. Училищӗре вӗреннӗ вăхăтра Хрисанов Ульяновск облаçӗнчи йӗлтӗрçӗсен «Спартак» сборнăйӗн пайташӗ пулнă, ăмăртусене пӗрмай хутшăнса призлă вырăнсене тивӗçнӗ. Спорт мастерӗн кандидачӗн нормисене хӳтӗленӗ.
1980 çул Николайшăн – паллă çул. Çавăн чух вăл хăйӗн пирвайхи юратăвӗпе, пӗр класра вӗреннӗ Елена Мусаткинăпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Çав çулах ăна районти «Урожай» ирӗклӗ спорт обществин председателӗ пулма çирӗплетнӗ. 1985 çулччен ертсе пынă вăл çак обществăна. Николай Иванович тăрăшнипе çав çулсенче физкультурăпа тата спортпа туслашакан çынсен шучӗ районта самай ӳснӗ. Республика шайӗнчи ăмăртусене тăтăш хутшăнса çӗпрелсем ун чух çăмăл атлетика, йӗлтӗрпе чупас тата многоборье енӗпе 35-мӗш вырăнтан 3-мӗшне хăпарма пултарнă. Сăмах май, эпӗ ун чух Бауман ячӗллӗ колхозра комсомол комитечӗн секретарӗ тата спорт енӗпе методист пулса ӗçлеттӗм. Виçӗ çул хушши Николай Ивановичпа пӗрле ӗçлеме тӳр килчӗ. Ун чух республика шайӗнчи ăмăртусенче район командине Н.И.Хрисанов хăй ертсе пыратчӗ, пӗрмаях призлă вырăнсем йышăнатчӗç çӗпрелсем.
Хастар ӗçленӗ хушăрах Ульяновскри пединститутра аслă пӗлӳ илнӗ Н.Хрисанов. 1985 çулта районти вӗрентӳ уйрăмӗ ăна Чăваш Çӗпрел шкулӗнче НВП ертӳçи пулма шаннă. 5 çул вăй хунă вăл кунта. Николай Иванович тăрăшнипе ачасене пуçламăш çар хатӗрленӗвне вӗрентме пурлăхпа техника никӗсӗ самай лайăхланнă. Салтак çулне çитмен çамрăксене çар ӗçне вӗрентес тӗлӗшпе нумай ӗçленӗ. НВП вӗрентекенӗсен конкурсӗсенче те Николай Иванович пӗрре мар çӗнтерӳçӗсен шутӗнче пулнă. Районти семинарсене час-час кунта ирттернӗ вăл вăхăтра. Ахальтен мар ӗнтӗ НВП вӗрентекенӗсен районти методика пӗрлешӗвне ертсе пыма шăпах Н.Хрисанова шаннă. Ульяновскри тата Оренбургри çар училищисенче икӗ хутчен переподготовка иртсе запасри офицер – лейтенант – званине илнӗ вăл.
Ӗçе йӗркелеме пӗлес ăсталăхне кура 1989 çулта Николай Хрисанова районти вӗрентӳ уйрăмӗ Кивӗ Тăваньелӗнчи тӗп шкул директорӗ пулма шаннă. Николай Иванович кунта тăрăшнă тапхăрта çӗнӗ шкул тата спорт площадки тунă, шкул ачисене физкультурăпа аппаланма условисене самай лайăхлатнă. Кивӗ Тăваньел шкулӗнче час-часах район слечӗсене, йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗсене ирттерме пуçланă. Ачасем олимпиадăсенче, вӗрентекенсем тӗрлӗ конкурссенче тăтăшах çӗнтерме пуçланă.
Яваплă должноçра 20 çул ытла вăй хунă Николай Иванович. 2009 çулта вара ăна районти Ача-пăча спорт шкулне ертсе пыма куçарнă. Н.Хрисанов ертсе пынипе, тренерсен йышӗ тăрăшнипе унтанпа районта «Акчарлак» бассейн, хоккей коробки, футбол уйӗ, çемçе витӗллӗ спорт площадки, Кивӗ Чукал патӗнче йӗлтӗр бази уçнă. Кадрсен йышне вăйлатас тӗлӗшпе те нумай тăрăшнă Николай Иванович – тренерсенчен пурте тенӗ пекех аслă пӗлӳллӗ кунта.
Халӗ Н.И.Хрисанов «Чемпион» сипленӳ комплексӗнче спорт вăййисен инструкторӗнче тăрăшать. Хӗлле Чăваш Çӗпрел шкулӗнче ачасене йӗлтӗрпе чупма вӗрентнӗ. Унăн воспитанникӗсем ăмăртусенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççӗ.
Николай Иванович – çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх. Вăл районти ăмăртусене судья пек çеç мар, хăй те хутшăнса призлă вырăнсем илет. Районти пӗр спорт мероприятийӗ те вăл хутшăнмасăр иртмест тесен те йăнăш пулмасть. Ӗçпе спорт ветеранне нумай çул хушши вӗрентӳре тата ачасене патриотла воспитани парассинче ырми-канми ӗçленӗшӗн шутсăр нумай наградăсем парса чысланă. Çав шутра республика шайӗнчисем те, Раççей шайӗнчисем те чылай.
Николай Иванович ӗçре те, çемьере те пур енчен лайăх çын. Мăшăрӗпе Еленăпа вӗсем акă ӗнтӗ 42 çул пӗр-пӗрне çур сăмахранах ăнланса, килӗштерсе пурăнаççӗ. Елена Федоровна пысăк та хăтлă çуртне ялан тирпейре тытса тăрать. Мăшăрӗ ăна май килнӗ таран пулăшать. 2-3 ӗне, ытти выльăх тытаççӗ Хрисановсем. Çакна эпир февраль уйăхӗнче районти «Хӗлхем» чăваш халăх ансамблӗн йышӗпе Николай Ивановича 65 çул тултарнă ятпа саламлама кайсан хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр. Пӳртре спорт мероприятийӗсенче илнӗ кубоксемпе медальсен, грамотăсен шучӗ пире пурне те тӗлӗнтерчӗ. Хăна йышăнакан пӳлӗмӗн стенисене вара пысăк ăсталăхпа ӳкернӗ, тӗрленӗ картинăсем илемлетеççӗ. Вӗсем – Елена Федоровнăн чун уççи. Эпир пултаруллă хӗрарăма хăйӗн ӗçӗсен куравне йӗркелеме сӗнтӗмӗр. Мăшăрӗнни пекех сасси те янравлă кил хуçи арăмӗн.
Хрисановсем ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ. Андрей те, Наталья та ашшӗ пек педагог профессине суйланă. Ашшӗпе амăшне хӗрӗпе ывăлӗ тăватă мăнук парнеленӗ. Час-часах килсе çӳреççӗ. Ачасемпе мăнуксенчен хаклăраххи мӗн пур-ши çак тӗнчере? Халăхра этемӗн хăйӗн пурнăçӗнче йывăç лартмалла, çурт тумалла тата ывăл ӳстермелле текен каларăш çӳрет. Çакăнта каланине Николай Хрисанов туллин пурнăçланă. Ăна малалла та спортсменăнни пек çирӗп сывлăх, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, çемьере килӗшӳпе юрату, вăрăм ӗмӗр сунатпăр.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ М.Р.Гафаров Н.И.Хрисанова юбилейпе саламлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев