«Никрут юрри» Нурлатра
Нурлатри мероприяти темиçе ӑрӑва пӗр-пӗринпе пӗрлештерчӗ тата чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне кӑтартрӗ. Кунта иртнӗ зонăри тапхăра пурӗ 155 çын хутшӑнчӗ.
Концерт пуçланиччен фойере волонтерсен куравӗ ӗçлерӗ: хастарсем салтаксем валли сетка та çыхаççӗ, чей те, окоп çуртисем те хатӗрлеççӗ, ӑшӑ япаласем çыхаççӗ.
Фестивале ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев тата Нурлат хулин ертӳçин çумӗ Николай Липатов уçрӗç, конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчӗç.
Нурлат хулинче иртнӗ зонăри тапхăрти çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр.
«Йӑла-йӗрке» номинаци
1-мӗш вырӑн – «Чӗкеç» халăх ансамблӗ (Çырчалли);
2-мӗш вырӑн – «Шӳлкеме» ансамбль (Нурлат районӗ, Якуркел);
2-мӗш вырӑн – «Палан» (Элмет районӗ, Пӳсрек);
3-мӗш вырӑн – «Çӑл» театр коллективӗ (Алексеевки районӗ, Чӑваш Майни);
«Ушкӑнпа юрласси» номинаци
1-мӗш вырӑн – «Çеçпӗл» ансамбль солисчӗсем (Нурлат районӗ, Киклӗпуç);
2-мӗш вырӑн – «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ (Лениногорск);
3-мӗш вырӑн – «Пилеш» фольклор ансамблӗ (Лениногорск районӗ, Çӗнӗ Шешкел).
«Уйрӑммӑн юрласси» номинаци
1-мӗш вырӑн – Николай Уламасов, Вячеслав Мельников (Çарӑмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел);
2-мӗш вырӑн – Соня Портнова (Çарӑмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел).
Фестиваль-конкурсӑн финалӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче май уйӑхӗн 16- мӗшӗнче иртет.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев