Ноябрӗн 10-12-мӗшӗсенче Анат Камăра «ТехноПатриот» беспилотниксене çӳретессипе ăмăрту иртет
Ăмăртăва республикăри тӗп шкулсенче, профессилле вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенче тата аслă шкулсенче вӗренекен 16-18 çулсенчи çамрăксем хутшăнаççӗ. Кашни командăра 3-шер çын (2 вӗренекен тата 1 педагог, куратор). Ăмăртура пӗтӗмпе 20 команда (Анат Кама, Элмет, Алексеевски, Пӗкӗлме, Пăва, Елабуга, Тюлячи, Мӗслӗм, Çӗнӗ Шуçăм, Çырчалли, Чистай).
Ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен Анат Камăра çӗр çийӗн çӳрекен «ТехноПатриот» беспилотник системипе ӗçлессипе тата инжинирингӗпе «Марафон наземных робототехнических комплексов» (НРТК) дисциплинăпа Пӗтӗм Раççей ăмăртăвӗн республика тапхăрӗ иртет.
Командăсем беспилотниксене чăрмавсемлӗ трассăсем тăрăх çӳретсе ăмăртаççӗ. Ку вара вӗсене командăпа ӗçлеме вӗрентет, пространство шухăшлавне аталантарать. Ăмăртăвăн тӗп тӗллевӗ – çамрăксемпе çул çитмен ачасене вăйă формачӗпе иртекен ăмăртăва хутшăнтарса техникăпа ӗçлемелли чи ансат мелсене вӗрентесси, инженери ӗçӗпе, технологипе интереслентересси.
Ăмăртусен тапхăрӗсем ятарласа хатӗрленӗ 5 локацире иртеççӗ (полигон, мастер-класс, музей, автомата сӳтсе пуçтарасси, беспилотник системисем).
«Камский Артек» Центрăн специалисчӗсем Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалласа «Куар-код в прошлое» квест та хатӗрленӗ. Ăмăртура палăрнă чи лайăх командăсене ноябрӗн 12-мӗшӗнче чыслаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев