Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрьти çанталăка кăтартакан кун

Çурла уйăхӗн 17-мӗшӗ – Авдотья. Пахчара хăмла çырли нумай-тăк – хӗлле ăшă пулать. Çак кун çуралнă ача телейлӗ те ăнăçуллă пулать.

Çветтуй асапçă, Хусан митрополичӗ Кирилл ячӗллӗ чиркӳ
Çветтуй асапçă, Хусан митрополичӗ Кирилл ячӗллӗ чиркӳ 

 Çурла уйăхӗн 18-мӗшӗ – Евстигней Житник. Ӗлӗк çак кун çӗнӗ урпа çăнăхӗнчен çăкăр пӗçернӗ. Ăна суханпа çисен сывлăх хушăнасса шаннă. Кун мӗнле, декабрь уйăхӗ çапла пулать тенӗ. Çурла уйăхӗн 19-мӗшӗ – Панулми Сăпасӗ. Хăйсен сад пахчи пуррисем чирлисемпе çук çынсене панулмипе хăналамалла пулнă. Çак кунран çанталăк кӗр енне сулăнать, каçсем сулхăнланаççӗ. Тăрнасем кăнтăралла вӗçсе кайма хатӗрленме тытăнаççӗ.

Çурла уйăхӗн 20-мӗшӗ – Марина–Пимена. Вӗçен кайăксем кăнтăралла вӗçсе кайма хатӗрленеççӗ-тӗк, кӗркунне ир килет, сивӗ пулать. Çурла уйăхӗн 21-мӗшӗ – Мирон Ветрогон. Çак кун тăм ӳксен çитес çул тухăç аван пуласса кӗтмелле. Лăпкă çил вӗрет-тӗк, кӗркунне хӗвеллӗ пулать. Тăвăл тухсан сентябрь уйăхӗнче лайăх çанталăк кӗтмелле мар. 

Çурла уйăхӗн 22-мӗшӗ – Матфей Змеесос. Ӗлӗк çак кун ӗне-выльăха уй-хире кăларма шикленнӗ, çӗленсем çиллинчен çакăнса сӗтне ӗмеççӗ тесе ӗненнӗ. Кунсем сулхăнланаççӗ, тӳпере кăтра пӗлӗтсем нумайланаççӗ. Çурла уйăхӗн 23-мӗшӗ – Лаврентий. Шăрăх çанталăк е вăйлă çумăр çусан кӗркунне тăршшӗпех ăшă та çумăрлă пулать теççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы