Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Новая волна» юрă конкурсӗ Хусанта иртет

Çуллахи ырă çанталăкпа киленес каçсенче 2002 çултанпах Латвири Юрмала курорт хулинче иртекен юрă конкурсне пăхма телевизор патне васкаттăмăр. Ку паллă конкурсăн пуçаруçисем – талантлă икӗ композитор Раймонд Паулспа Игорь Крутой, вӗсемех жюри председателӗччӗ.

Конкурс тавра пулса иртекен лару-тăру улшăнсах тăнă – е ковид «адресне» улăштарттарать, е урăх сăлтавпа тăхтав илме тивет. Сочире 2021, 2024 çулсенче иртнӗ хыççăн юрă конкурсӗ кăçал адресне улăштарнă. Хальхинче вăл Хусанти Чаша çывăхӗнче пулӗ. 

Кун çинчен иртнӗ эрнере журналистсене хула мэрӗ Ильсур Метшинпа «Новая волна» учредителӗ Игорь Крутой каласа пачӗç.

«Вунă çул ӗмӗтленнӗ эпӗ «Новая волна» конкурса Хусана илсе килме», – савăнăçне пытармарӗ Ильсур Раисович. Игорь Яковлевич та кăмăллă: хулана юратни çинчен каларӗ, конкурса Хусана  куçарасшăн пулнине тунмарӗ. 

«Новая волна» августăн 21– 26-мӗшсенче иртесси паллă. 2800 çын вырнаçакан салатса пуçтаракан  New Wave Hall концерт площадкипе АРС компани нумай çул усă курать, Хусанта Чаша çывăхне лартӗç ăна. 

Пире, куракана, çакăн пек пысăк та интереслӗ мероприятие кам хутшăнасси те питӗ кăсăклантарать. Игорь Крутой ку ыйтăва туллин хуравламарӗ. Жюрире кам пулассине вара пытармарӗ: Филипп Киркоров, Люся Чеботина тата Анна Asti. Конкурсантсем миçен пулаççӗ, ăçтан-ăçтан килеççӗ – хальлӗхе паллă мар. Кунсăр пуçне «Новая волна» концерчӗсене пысăк чап илнӗ сумлă артистсем хутшăнаççӗ: Филипп Киркоров, Алсу, Дима Билан, Николай Басков, Олег Газманов, Сергей Лазарев тата ыттисем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс творчество новая волна