Н.Сорокинăн çӗнӗ романӗ тухрӗ
Мартăн 16-мӗшӗнче 17 сехетре Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» романӗн презентацине кӗтетпӗр.
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн Николай Сорокинăн нумай пулмасть черетлӗ романӗ «Тăлăх арăм минтерӗ» тухрӗ. Ăна Шупашкарти Чăваш кӗнеке издательствипе «Çӗнӗ вăхăт» типографисем 1000-шер экземплярпа пичетлесе кăларчӗç. Кӗнекере автор Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тăлăха юлнă хӗрарăмсен йывăр пурнăçне, нуши-тертне çырса кăтартать.
Çӗнӗ романа мартăн 16-мӗшӗнче 17 сехетре ТР ЧНКАра (Хусанти Туслăх Çурчӗ, 3-мӗш хут) презентацилеççӗ. Пурне те ыр сунса кӗтетпӗр. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев