Нурлат районӗнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа концертсем иртеççӗ
Нурлат районӗнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа концертсем пуçланнă. Вӗсене ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă. Пӗрремӗш концерт Пухтелӗнче иртнӗ.
Ялти Нумай функциллӗ центрта концерт пуçланиччен «Вкусняшки для Победы» тата «Шьем для наших» волонтерсен ушкăнӗсем куракансене хăйсен ӗçӗпе паллаштарнă. Салтак пăтти те тутанса пăхма май пулнă.
Пухтелӗнче иртнӗ пӗрремӗш концертра хăйсен пултарулăхне çак тата районти ытти ялсенчи, Нурлатри артистсем кăтартнă.
«Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа тепӗр концерт Уксăмлăра, унтан Нурлатра иртет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев