Нурлат районӗнчи ҫуннӑ ҫуртра арҫын вилнӗ
Паян каҫпа Нурлат районӗнчи Хура кӳл ялӗнче пӳрт ҫунса кайнӑ, ҫакӑн пирки Татар-информ информаци агентстви пӗлтерет
Вырӑна ҫитнӗ пожарныйсем ҫурта вут хыпса илнине, пӳрт тӑрри ишӗлсе аннине пӗлтернӗ.
Пушар сӳнтерекенсем ҫитичченех 70 ҫулти хуҫана ҫуртран илсе тухнӑ. Вӑл пӳрт алӑкӗ умӗнче темӗн чухлӗ ожогсемпе, пурнӑҫ паллисемсӗр выртнӑ.
Пожарныйсем вут-ҫулӑма ӑнӑҫлӑн сӳнтернӗ. Пушар туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулнипе пуҫланма пултарнӑ.
Татар-информ информаци агентствин сӑнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев