Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатра хир качакисем апатланма килеççӗ

Нурлат районӗнчи «Восход» сунар хуçалăхӗн фотоловушкисем хир качакисем апатланма килнине ӳкернӗ. Фотоприборсем пурри, пӗри сырăш патӗнчех пулсан та, хăратмасть.

«Восход» сунар хуçалăхӗн территорине  хурса панă утта, тырра, тăвара такăрлатнă сукмакпа киле-киле çиеççӗ вӗсем, тесе пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗн пресс-служби. Хӗл кунӗсенче çакăн йышши вырăнсене чӗрчунсем час-часах килсе çӳренипе утă, çулçăллă апат хурсах тăраççӗ. Çакнашкал «апат» станцийӗсем пурри чӗрчунсене хӗл каçма пулăшаççӗ те, апла-тăк популяцине сыхласа хăвараççӗ. Çутçанталăкăн тӗрлӗлӗхне сыхласа хăварасси Тутарстанра «Экологи ăнăçлăхӗ» наци программипе пурнăçланать. (ТР Биорессурсен комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество