Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатсем салтаксем валли АННЕ ЯШКИ хатӗрлеççӗ

Нурлат районӗнчи Бикулово ял хӗрарăмӗсем вырăнти Культура çурчӗ пуçарнă «Анне яшки» акцие хастар хутшăнаççӗ. Килти ӗçсенчен пушансан каçсерен салтаксем валли салма (лапша) касаççӗ. «Тутлă килти салмана çисе атьсем килти ăшша туйччăр»,– теççӗ вӗсем.

Нурлат район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, Бикулово хӗрарăмӗсем пӗрремӗш кунхине – 100, тепӗр кунхине 160 çăмартаран салма çăрнă. Хатӗр лапшана типӗтсе çитес вăхăтра ятарлă çар операцийӗнчи атьсене гуманитари пулăшăвӗ леçекен районти волонтерсенчен парса ярӗç. Акцие хуть кам та хутшăнма пултарать.

Аксу район волонтерӗсем те черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçме хатӗрленеççӗ. Фронтри ентешсемпе кашни кун çыхăнура вӗсем. Пуринчен ытла мӗн кирлине салтаксем хăйсем пӗлтереççӗ. Тӗслӗхрен, вăл тăрăхра хӗл час ларманнипе маскировка сеткисем ытларах кӗркунне валли çыхнисем кирлине калаççӗ. Аксусем заказа йышăннă – ӗçлеççӗ, тесе пӗлтерет Аксу район хаçачӗ. Пархатарлă çак ӗçе хутшăнакан кашни çынна чӗререн тав тăватпăр.

Фронта час-час гуманитари пулăшăвӗ леçекен Аксу волонтерӗсен сӗнӗвӗ ыттисене те усăллă пуласса шанатпăр. Вӗсем каланă тăрăх, салтак валли посылкăна фронтра яланах кирлӗ çак япаласене шута илсе пухмалла:

  1. Термобелье, ăшă нускисем (çăм нускирен махровăйӗсем лайăхрах), аялти кӗпе-йӗм, пир-авăр тата пропиткăллă перчеткесем.
  2. Аш-какай е пулă консервисене йӳннине мар, сахал пулсан та хаклăраххине туянма тăрăшмалла, мӗншӗн тесен лайăх пахалăхлисем  кăна тутă тытаççӗ.
  3.  Пӗчӗк газ баллонӗсем, газ плитисем.
  4. Кофе (три в одном)
  5. Шăши пек кăшлакан чӗрчунсемпе кӗрешмелли ятарлă хатӗрсем (салтаксем тăракан кашни вырăнта шутсăр нумайланса кайнă вӗсем)
  6. Посылкăсене хумашкăн 40 литрлинчен пӗчӗк мар пластик контейнерсем (апат-çимӗçе, тумтире шăшисем кăшласран хума кирлӗ)
  7. Передовойра çăвăнма майсем çукран нӳрлӗ салфеткăсем.

Аксу волонтерӗсем салтаксене пулăшакансене, посылка хатӗрлекен салтак çемйисене çакăн пек усăллă канаш та параççӗ: салтака çăвăнмашкăн  рулонлă пусма-таварлă салфеткăсем тата аптекăран вырăнпа выртакансен ӳтне тасатмалли кăпăк (пенка) туянмалла. Ку хатӗр шывпа çуса ямалла маррипе лайăх иккен. Зип пакета (питӗренекеннине) малтан типӗ салфетка ун çине икӗ апат кашăкӗ чухлӗ çак хатӗре ярса лайăх хупса парса яма тăрăшмалла. (Сăнӳкерӗк Нурлат район хаçачӗн тата В.Петуховăн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество