Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Общество палатинче хамӑр ҫын пулмаллах

Тӗрлӗ обществăлла пӗрлешӳсенчен хальхинче пурӗ 29 заявлени тăратнă.


ТР Обществăлла палатин кивӗ йышӗн срокӗ декабрӗн 17-мӗшӗнче тухнăран, çӗннине йӗркелес ӗç пырать. Закон тăрăх, унта пурӗ 60 çын пулмалла. Вӗсенчен 20-шер кандидата ТР Президенчӗпе Патшалăх Канашӗ сӗнет. Тепӗр 20-шне республика территорийӗнче йӗркеленнӗ обществăлла пӗрлешӳсен, канашсен, коммерцилле мар ытти организацисен представителӗсем йышăнӗç.
ТР Патшалăх Канашӗн Законлăхпа право йӗркипе ӗçлекен комитетăн декабрӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларăвӗнче Обществăлла палатăн çӗнӗ йышне кандидатсен списокне çирӗплетрӗç. Тӗрлӗ обществăлла пӗрлешӳсенчен хальхинче пурӗ 29 заявлени тăратнă. Ӗçлӗ ушкăн документсене тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыççăн кандидатсен йышӗ 28 юлнă. ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче кашни кандидатшăн уйрăммăн сасăласа чи нумай сасă пухнă 20 кандидата суйласа илӗç. Республикăн Обществăлла палатин çӗнӗ йышне ТР Президенчӗ Р.Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗ тата Обществăлла палатăн ӗçлекен хальхи йышӗ çирӗплетеççӗ.
Обществăлла палатăн çӗнӗ йышне кӗме тăратнă кандидатсен йышӗнче хальхинче чăваш та пур. Вăл – ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗ Владимир Викторович Иванов. Халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăн йышăнакан чăвашсен представителӗ Обществăлла палатăра пулмаллах. Мӗншӗн тесен пирӗн ырана хăварма юраман ыйтусем çителӗклех, калăпăр, шкулсенче чăваш чӗлхин урокӗсене чакарни, ятарлă методика, хушу çукран чăваш ялӗсенчи ача сачӗсенче те ачасене чăвашла калаçма хăнăхтарманни тата ытти те. Вӗсене власть патне çитерекен компетентлă хамăр çын кирлех. Çавăнпа Владимир Викторовичăн кандидатурине ырласа Обществăлла палатăн çӗнӗ йышне илессе куç пек кӗтетпӗр. Ку пире паян нихçанхинчен те кирлӗрех.
​ Ирина КУЗЬМИНА.
В.Иванов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев