Обществăлла палата ача-пăча канăвӗпе çыхăннă ыйтусене татса парать
Тутарстан Республикин Обществăлла палати июлӗн 24-мӗшӗнче 14.00 сехетрен пуçласа 15.30 сехетчен çуллахи тапхăрта ача-пăча канăвне йӗркелес ыйтусемпе «хӗрӳ лини» ирттерет.
Мероприятие кăçалхи ӗç планӗпе килӗшӳллӗн ача-пăча лагерӗсенчи условисене тӗрӗслес тӗллевпе йӗркелеççӗ. Ачасен пурăнмалли условийӗсене, апатланăвне, хăрушсăрлăхне, çавăн пекех воспитани тата вӗренӳ программисене уйрăмх тимлӗх уйăрӗç.
Ыйтусене 8 (800) 350-44-72 телефон, Обществăлла палатин интернет-приемнăйӗ тата яндекс-форма урлă ссылкăпа йышăнаççӗ. Вӗсене профильлӗ специалистсем, çав шутра Обществăлла палатăн вӗренӳ, наука тата çутӗç комиссийӗн пайташӗсем, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин, ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин представителӗсем, çавăн пекех Хусанти ача-пăча лагерӗсен ертӳçисем пăхса тухӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев