Окоп чавнă Мария Петровна Шуркина 102 тултарчӗ
Мария Петровна паянхи кун та хаçата куçлăхсăрах вулать-ха, хăйех такмак çырса юрлать. Пахчинче пӗчӗк утарӗ те пур.
Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Шуркинăна пурнăçра шуррипе хурине сахал мар курма тивнӗ. Çемйине кулак тесе айăпланă чух вăл ача кăна пулнă-ха. Çитӗнсе хӗр шутне кӗнӗ-кӗменскер, 1941 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 1942 çулхи февраль уйăхӗчченех окоп чавнă, вăрман та каснă.
– Апла пулин те кукамай пирӗн телейлӗ çын. Кукаçипе иккӗшӗ çичӗ ача çуртса ӳстернӗ вӗсем. Аслă ывăлӗ çак кунсенче кăна-ха 75 тултарчӗ. Кукамайăн пăхса савăнмалăх 10 мăнукӗпе 15 кӗçӗн мăнукӗ пур. Питӗ юрататпăр эпир ăна, – çапла юратса каласа парать ун çинчен мăнукӗ Марина Кудрявцева.
Мария Петровна вăрăм ӗмӗрӗн вăрттăнлăхӗ нихăçан та пуçа усманнинче тата çанă тавăрса ӗçленинче тесе шутлать. Сăмах май, унăн пӗртăван йăмăкӗ Дарья Петровна Ларионова та çак кунсенче хăйӗн 95 çулхи юбилейне паллă турӗ. Вăрăм ӗмӗрлӗ ентешӗмӗрсене Мария Петровна Шуркинăпа Дарья Петровна Ларионовăна «Сувар» хаçат ӗçченӗсем эпир те çуралнă кунпа ăшшăн саламласа сывлăх, канлӗ ватлăх сунатпăр. Пирӗншӗн çакăн пек ырă тӗслӗх пулса пурăннăшăн тав тăватпăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев