«Безопасные дороги» олимпиада пиллӗкмӗш хут сентябрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 27-мӗшӗччен «Учи.ру» платформăра иртет. Ăна 1-9 классенче вӗренекен шкул ачисен çул-йӗр правилисен пĕлĕвне тӗрӗслес тата ӳстерес тӗллевпе йӗркелеççӗ.
Тӗрӗслеве иртме вӗренекенӗн «Учи.ру» платформăра харпăр кабинет кăна уçмалла.
Олимпиадăна РФ Çутӗç министерстви тӗрев панипе «Безопасные качественные дороги» наци проекчӗ шайӗнче РФ Транспорт министерстви, РФ ШӖМӗн Патшалăх автоинспецийӗ тата «Национальные приоритеты» коммерциллӗ мар автонăмлă организаци ирттереççӗ.
Нет комментариев