Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОЛЕГ МУСТАЕВ ПИРТЕН ӖМӖРЛӖХЕХ УЙРĂЛСА КАЙРӖ

Ку материала çырма çăмăл пулмарӗ, пăлханнă чухне кирлӗ сăмах та  таçта кайса çӗтет. Мӗнле сăмахпа çырса кăтартма пулать-ха çак çут тӗнчерен чăваш халăхӗн пултаруллă та кăвар чӗреллӗ ывăлӗ ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни çинчен?

Мартăн 14-мӗшӗ чӗрене ыраттаракан хурлăхлă хыпарпа пуçланчӗ: обществăлла лидерăн, паллă журналистăн, ЧНК вице-президенчӗн, Ульяновск облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн, Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Олег Николаевич Мустаевăн чӗри тапма чарăннă. Çак хурлăхлă хыпар социаллă сетьсемпе мессенджерсенче çиçӗмле хăвăртлăхпа сарăлчӗ. Анчах шанас килмерӗ.

Çӗр çынна çитмелӗх энергиллӗ, тапса тăракан вăй-халлă çыннăн пурнăçӗ тăрук чарăнса ларни тӗрӗс мар пек туйăнчӗ.

Олег Николаевич пирӗн хушăра тăван халăхшăн, чăвашлăх аталанăвӗшӗн чунне пама хатӗр çын пек палăрса тăратчӗ. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсемшӗн нумай ыррине турӗ вăл çак хушăра. ЧНК ӗçӗнче те паллă вырăн йышăнса тăратчӗ.

 Олег Николаевич Мустаев Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Эйпеç ялӗнче Валентина Яковлевнăпа Николай Никандрович Мустаевсен çемйинче çуралнă. Çемьере вăл ывăлсенчен асли пулнă.

1983 çулта Олег Мустаев Лащ-Таяпа вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухса И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмне вӗренме кӗнӗ.

1984-1986 çулсенче Германире çар службинче тăнă. Таврăнсан университетра пӗлӗвне  малалла тăснă. Вӗреннӗ хушăрах спорт ӗçне  хастар хутшăннă. 1988 çулта çăмăл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тăнă, 3 хутчен марафона хутшăннă.

1980-мӗш çулта ăна Ульяновск облаçӗнчи «Волга» патшалăх телерадиокомпанине чӗнсе илеççӗ. Çапла 5-мӗш курс студенчӗ Олег Мустаев  чăвашла кăларăмсем йӗркелесе ярса ертсе пыма тытăнать. 1989 çулхи октябрӗн  28-мӗшӗнче «Еткерӗн» пӗрремӗш кăларăмӗ эфира тухать.

1989 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче ăна чăваш телекăларăмӗн редакцийӗн тӗп редакторне лартаççӗ. 2016 çулта Олег Мустаев Ульяновск облаçӗнчи Чăваш  наципе культура автономийӗн председательне суйлаççӗ. 2017 çултанпа Чăваш Наци Конгресӗн вице-президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пычӗ.

Ульяновск облаçӗн, Чăваш, Тутарстан республикисен çыннисем Олег Мустаевпа Ульяновск хулинчи «Чăваш кил-картишӗ» культура комплексӗн хăна залӗнче мартăн 15-мӗшӗнче сывпуллашрӗç. Панихида ирхине 10 сехетре пуçланса 14.00 сехетчен пычӗ. Çак хушăра паллă ентешӗпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашма çӗршер çын килсе кайрӗ. Кашнин аллинче чӗрӗ чечексем... Олег Николаевич кăвар пек хӗрлӗ чечексен ытамӗнче выртнине курма çăмăл мар. Тупăкӗ çумне мăшăрӗ Елена Николаевна, хӗрӗсем, кӗрӗвӗ, ывăлӗпе мăнукӗ вырнаçса ларнă.

«Атте яланах çын нумай пуçтарăннине юрататчӗ, хăнана хапăлччӗ вăл. Пирӗн кил те, аттен чӗри те ялан тулличчӗ. Эпир юрату хуçаланнă çемьере çитӗннӗ... Эс чи лайăх атте, мăшăр, кукаçей.. Эс – пирӗн çунатсем, тымар... Яланах пирӗн чӗресенче пурăнăн», – терӗ çемье ятӗнчен сăмах каланă Надя хӗрӗ.

Çак кун кашни кăмăл тăвакан Олег Николаевича асăнса сăмах калама пултарчӗ. «Кăвар чӗреллӗ хăватлă çынччӗ», «Тăван халăха юрататчӗ», «Пире, Ульяновск чăвашӗсене пӗр çӗре пуçтарса çӗклерӗ», «Шанас килмест», «Кам пулӗ пире ертсе пыракан малашне?» – çак сăмахсене пуринчен ытла илтме пулчӗ. Нумай çын çак кун юлашки хут ăна тав турӗ, ӗмӗр асра тытма шантарчӗ.

«Ман асатте чи лайăххиччӗ, ăна нихăçан та ан манăр», – терӗ çивӗччӗн мăнукӗ. Çак самантра вăл хӗрӳлӗхӗпе хăйӗн кукашшӗне аса илтерчӗ.

Олег Мустаевпа студент чухнех паллашнă, Ульяновск хулине пӗр вăхăтрах ӗçлеме килнӗ тусӗ, тутарсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Рамис Сафин куççульпе ӗсӗклесе йӗчӗ.

Маншăн ку питӗ пысăк çухату. 33 çул каялла эпир, студентсем, Ульяновска килтӗмӗр, общежитире пӗрле пурăнтăмăр. Кайран хваттерсем те пӗр çуртрах пачӗç. Ӗнер кăна-ха ватсап урлă пӗр-пӗринпе калаçса илтӗмӗр. «Халсем мӗнле, брат», – çырса ячӗ вăл мана. Нихăçан та шутламан ăна ăсатăп тесе...», – куççульне шăлса калаçрӗ Сафин.

Чуна хускатса калаçакансем татах та пулчӗç. Тусӗпе сывпуллашма Ульяновск хулинчи наципе культура автономийӗн председателӗсем, обществăлла лидерсем, культура, МХХ ӗçченӗсем, ахаль çынсемпе чи çывăх тусӗсем пуçтарăнчӗç. Виçӗ сехете тăсăлнă церемонирен пӗри те каймарӗ. Власть органӗсен представителӗсенчен паллă чăваша юлашки çула ăсатма Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских, экс-кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов, Ульяновск хулин мэрӗ Дмитрий Вавилин, вице-мэрӗ Вадим Андреев, УО культура министрӗ Евгения Сидорова, информаци политикин министрӗ Наталья Мартынова, массăлла хыпар хатӗрӗсен ӗçченӗсенчен «Волга» ГТРК директорӗ Галина Степаненко, шеф-редакторӗ Дмитрий Емельянов тата режиссерӗ Елена Торопкина пулчӗç. Кашни ӗçтешӗпе сывпуллашса сăмах илчӗ.

- Эпир çулталăка яхăн кăна пӗр-пӗрне пӗлеттӗмӗр. Çапах та ку та çителӗклӗ пулчӗ мана витӗм кӳме. Вăл хăйне тирпейлӗ те ӗçчен, чăн-чăн патриот пек кăтартрӗ. Облаçшăн, паян кунта пуçтарăннисемшӗн пуриншӗн те ку пысăк çухату. Ун тăванӗсемпе пӗрле хурланатăп. Ӗмӗр асра пулӗ вăл, – терӗ область кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских.

Культура министрӗн сăмахӗсемпе, Мустаев иксӗлми энергиллӗ çынччӗ. «СМСсене вăл мана ялан чăвашла çырса яратчӗ. Ăнланас тесен нумай ӗçлеме тиветчӗ вара. Февралӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа унпа тăтăш çыхăнураччӗ. Мана вăл хăй тăрăшнипе уçăлнă часавай сăнӳкерчӗкӗсене ярса пачӗ. Ку ӗç ун биографийӗнче чи çутă йӗр пулса юлӗ. Çак çӗр çинче вăл тӳрӗ кăмăлтан, хăй халăхне чунтан юратса ӗçлерӗ. Планӗсем тата та пысăкчӗ. Пирӗн тивӗç – çавсене пурнăçа кӗртесси», – терӗ Евгения Сидорова.  

Хула мэрӗ Дмитрий Вавилин шучӗпе, Ульяновск унсăр чухăнланса юлчӗ. «Олег Николаевич тăван çӗршывне, тăван халăхне чунтан парăнса, юратса ӗçлерӗ. Эпӗ, вырăс ачи, икӗ телекăларăма – «Еткерпе» «Чишмене»  пăхса çитӗнтӗм. Халăхсене пӗрлештерсе тăрассине те вăл хăй тивӗçӗ пек йышăнатчӗ. Лăпкăлăх мӗнне пӗлмесӗр ӗçленине кура та пирӗн патра нацисен хушшинче ăнланманлăхсем пулмарӗç. Паяна ун вырăнне кам йышăнассине калама та пултараймастăп», – терӗ вăл хурлăхлăн.

Çак хурлăхлă кун пурте Олег Мустаев пурнăçран питӗ ир, вăхăтсăр уйрăлса кайнине каларӗ. Чăн та Ульяновск шăпланнă пек туйăнчӗ çак самантра. Кам малашне вăл çӗкленӗ ялава малалла йăтса пырӗ? Çак ыйту нумайăшне пăлхантарать халӗ.

Сывпуллашу церемонийӗ вӗçленсен Олег Мустаевăн ӳтне тăван çӗрне – Елчӗкри Çӗнӗ Эйпӗç ялне илсе кайрӗç. Ульяновска пырайманнисем унта сывпуллашрӗç тусӗпе.

Олег Николаевич Мустаева мартăн 16-мӗшӗнче тăван ялӗнчи масар çинче пытарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Пусть будет земля пухом Олегу Николаевичу.. Он был настоящим патриотом нашей нации. Очень жаль и грустно на сердце так рано ушёл от нас... Соболезнования искренние семье, родным и близким