Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Мустаев суйлава хутшăнать

Чӗмпӗр чăвашӗсен ертӳçине Хула Думин депутатне кандидата тăратнă.

Ульяновск облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Мустаев хальхи вăхăтра Ульяновск хула Думине Атăл Леш енчи 15-мӗш номерлӗ пӗр мандатлă суйлав округӗнчен депутата суйланма хатӗрленет. Унăн кандидатурине Ульяновск хулин мэрӗ Сергей Панчин сӗннине пӗлтернӗччӗ 73online.ru сайт. Аса илтеретпӗр, Сергей Панчин июнӗн 15-мӗшӗнче Ульяновск мэрне суйлансан Хула Думин депутачӗн тивӗçӗсене пурнăçлама чарăнчӗ.

Хула Думинче çак пушаннă вырăна депутата суйлама виçӗ кандидат тăратнă, вӗсем Олег Мустаев (Единая Россия), Яков Панков ( КПРФ) тата Алексей Цибарков (ЛДПР). Халăх вӗсенчен хăшне ытларах шаннине сентябрӗн 9-мӗшӗнче, пӗрлехи суйлав кунӗнче, сасăласа пӗлтерӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России