Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ольга Петровна шутлă минутрах йыхрава çитет

Ялта медпункт тата çакăн пек лайăх фельдшер пуррипе питӗ савăнатпăр.

Ялти медицина ӗçченӗ яланах хисеплӗ çын шутланнă. Шурă халатлă ӗçчен кирек хăçан та пулăшасса пурте шанса тăраççӗ. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен фельдшер патне ял халăхӗ туртăнать. Шăпах çакăн пек ăшă кăмăллă фельдшер Теччӗ районӗнчи Пухтел ялӗнче ФАПра вăй хурать. Ольга Сорокина 36 çул ӗнтӗ ял çыннисен сывлăхне тимлет. Ялта пурăнакансем ун çинчен яланах ăшшăн калаçаççӗ, тимлӗ те тăрăшуллă пулнăшăн тав тăваççӗ.

Фельдшер ӗçӗ пӗрре те çăмăл мар. Ольга Петровна чирлисене ФАПра йышăннисӗр пуçне килӗрен те çӳрет, ял халăхне эмелсемпе тивӗçтерет, кирлӗ чухне «васкавлă пулăшу» чӗнет. Хальхи демографи кăтартăвӗсем тăрăх, ялсенче аслă ӳсӗмри çынсем ытларах пурăнаççӗ. Фельдшер вӗсене пурне те, уйрăмах пӗччен пурăнакансене тата инвалидсене, тимлӗх уйăрма тăрăшать. Ольга Петровнăн ӗçӗ яваплă, унăн хăйне евӗр тӗрлӗ енлӗ специалист пулмалла. Сăмахран, ватăсен сывлăхне тӗрӗсленӗ чухне психолог пек пулса вӗсен пăшăрханăвӗсене итлемелле, сӗнӳ-канаш памалла.

Ольга Петровна – тарăн пӗлӳллӗ, анлă тавракурăмлă специалист. Унпа тӗрлӗ темăпа калаçма, сӗнӳсем ыйтма пулать. Кăнтăрла-и, çӗрле-и – пӗрре шăнкăравласанах çитме васкать. Пирӗн ялта медпункт тата çакăн пек лайăх фельдшер пуррипе эпир питӗ савăнатпăр.

Ольга Петровна хăй çакăн пек йывăр та пӗр канăçсăр профессие суйласа илнӗшӗн халиччен пӗрре те ӳкӗнмен. Пачах тепӗр майлă: чун туртнă ӗçе суйланăшăн хăйне питӗ телейлӗ çын тесе шутлать. Тăрăшуллă ӗçчене районти тӗп больницăн, район администрацийӗн Хисеп  хучӗсемпе пӗрре мар чысланă.

Пациентсене медицина пулăшăвӗ панисӗр пуçне, хӗрарăмăн çемьене те тимлӗх уйăрмалла. Шăпах çемьере пире юратаççӗ, яланах кӗтеççӗ-çке. О.П.Сорокинан пурнăçӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ çын – мăшăрӗ Валерий Михайлович. 1989 çулта çемье чăмăртанă вӗсем. Мăшăр икӗ хӗре пурнăç парнелесе пăхса ӳстернӗ. Çулла-и, хӗлле-и, кăнтăрла е çӗрле – Валерий Михайлович ял çыннисене пулăшу пама васкакан мăшăрне яланах çăмăл машинăпа илсе çитерет. Пӗлтӗр вара Ольга Петровна çулла чирлисем патне скутерпа васкарӗ, халӗ юр çинчен çӳрекен транспортпа çитсе пулăшу пама васкать. Çакăн евӗр транспорт чăннипех те фельдшера кирлӗ, кăçалхи хӗлле пушшех те: яланах çулсене юр хӳсе каять. Ольга Петровна вара шутлă минутрах йыхрава çитсе тăрать. 

Сорокинсен килӗнче илемлӗхпе хăтлăх, тирпейлӗх хуçаланаççӗ. Пӳрт умӗнче – Ольга Петровна ăсталанă чечек клумбисем. Çулла вăл çырлана, кăмпана çӳреме юратать. Мăшăр картиш тулли выльăх-чӗрлӗх, кайăк-кӗшӗк усрать. Ольга Петровна ӗçре яваплă, тимлӗ те тăрăшуллă медицина ӗçченӗ, килӗнче вара юратнă мăшăр, ырă кăмăллă анне, тарават кукамай.

 

Алена ТОРГАШОВА.

Теччӗ районӗ,

 Пухтел ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: жизнь села