Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Олимпиадăна хутшăнса Çӗнтерӳ парадне лекме пулать

Пӗтӗм тӗнчери «Великая Победа» шкул олимпиади – тӗрлӗ çӗршывра пурăнакан çамрăксене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин событийӗсене тӗпчеме явăçтаракан ăс-хакăл ăмăртăвӗ. Вăл Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă мероприятисен шайӗнче иртет.

Олимпиадăна 10 çултан пуçласа 18 çула çитнисем хутшăнма пултараççӗ. Вăл вырăсла тата акăлчанла иртет. Икӗ чӗлхепе иртни пӗтӗм тӗнчери шкул ачисене проекта хутшăнма май парать.

Пӗрремӗш тапхăрта, февралӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 21-мӗшӗччен, олимпиадăн официаллă сайтӗнче хутшăнакансем онлайн-тестировани иртмелле, ятарлă заданисем пурнăçламалла. Иккӗмӗш тапхăрта (мартăн 24-мӗшӗнчен – апрелӗн 11-мӗшӗччен) анлă тестировани иртет, ун хыççăн финал пулать.

Олимпиадăна хутшăнакансене икӗ номинациллӗ уйрăм пултарулăх конкурсне те хутшăнма чӗнеççӗ йӗркелӳçӗсем. Вӗсенчен пӗри – çемье паттăрӗсене халалланă ӳкерчӗксен конкурсӗ. Иккӗмӗшӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă аслă полководецӗсем çинчен çырнă «Юный полководец» пултарулăх ӗçӗсен конкурсӗ.

Пӗтӗм тӗнчери «Великая Победа» шкул олимпиадин финалисчӗсемпе çӗнтерӳçисене парнесем парса хавхалантараççӗ, офлайн-турӗнче çӗнтерекенсене пурне те майăн 9-мӗшӗнче Мускавра Хӗрлӗ тӳремре иртекен Çӗнтерӳ парадне чӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование 2025 ГодЗащитникаОтечества 80-летие Великой Победы