Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Отпусксем хыççăн вируслисем хулана пуçтарăнаççӗ

Çакна тӳрккес статистика çирӗплетет. Иртнӗ эрнере коронавируспа чирлекенсен шучӗ талăка çӗр çынна çывхаратчӗ пулсан, ӗнер вӗсен шучӗ 131-ре çитнӗ.

Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина маскăсене общество вырăнӗсенче тата транспортра тăхăнса çӳреме рекомендациленӗ. Профилактика мелӗсене вăйлатма медиксем коронавирус инфекцийӗпе чирлесси ӳсе пуçланипе сӗнеççӗ. Роспотребнадзор Управленийӗнче тутарстансене çак сӗнӳсене ăнланса йышăнма сӗннӗ.
«Çак ӳсӗме эпир кӗтнӗ, вăл вирус мутацийӗпе çыхăннă. Инфекци хăвăрт саланать, чирлекенсен шучӗ ӳссе кăна пырӗ», - тесе ăнлантарнă Марина Патяшина.

Çак сӗнӳсене шута илсе Хусанти «Метроэлектротранс» предприятин мӗн пур ӗçченне маска тăхăнтартнă. Пассажирсене никам та маска тăхăнма явапламасть, сӗнеççӗ çеç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев