Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрремӗш кунран

Пӗтӗм тӗнчери пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн кунне çулсерен сентябрӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тӑваççӗ

 

Пӗтӗм тӗнчери пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн кунне çулсерен сентябрӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тӑваççӗ

 Тутарстанри больницӑсемпе надзор органӗсем пациентсен хӑрушсӑрлӑхне епле тивӗçтерни пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире калаçрӗç. Кирек мӗнле медицина пулӑшӑвӗ те йывӑрлӑхсемпе çыхӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗр пайне технологи комплексӗн пулăшăвӗпе чакарма пулни çинчен каласа пачӗ Республикӑн клиника больницин (РКБ) тӗп врачӗн çумӗ Илья Гаврилов. Спикер палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра пациентсен хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ тахçантанпах ӗçлет. «Хӑрушлӑхсӑр мелсене Хусанти медицина шкулӗн никӗсӗпех хывнӑ. РКБ опытне пӑхса тухсан пирӗншӗн коллективра кӑмӑл-туйӑм уççăн пӗлтересси яланах приотитра. Эпир сотрудниксем çивӗч ыйтусене, пӗчӗк çитменлӗхсене уççăн калаччăр тесе тӑрӑшрӑмӑр. Çавӑн пекех РКБра хӑрушлӑхсене регистрацилеме технологи условийӗсене те туса панӑ», – пӗлтерчӗ Илья Гаврилов. Тӗслӗхрен, эмел парассипе çыхӑннӑ хӑрушлӑхсене сахаллатни çинчен каласа пачӗ вăл. Клиникӑра «эмелӗн хупӑ циклне» пурнӑçа кӗртнӗ –кашни пациентăн эмелӗсене штрих-кодпа палăртнă, уйрӑм шкатулкӑра упраççӗ. Ку технологи палӑртнӑ эмелсене пӑтраштарма памасть. Çакна больница 2022 çулта иртнӗ халăхсен хушшинчи HIMSS  стандарчӗпе çӗнетнӗ.

 Кӑçал Пӗтӗм тӗнчери пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ тин çуралнă ачаран пуçласа 9 çула çитменнисем таранччен  пусӑм туса кашнине сиенсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассипе çыхӑннӑ. Унăн девизӗ – «Пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрремӗш кунран!» Ача сывлӑхӗшӗн теветкеллӗ пулăмсене вăхăтра сирсе ярса ӗмӗрлӗхе çирӗп сывлӑх никӗсне хывма системӑллӑ ӗçсем тумаллине ӗлтерет ку. Медицина ӗçченӗсем йывӑр çын, çамрӑк амӑшӗсемпе ашшӗсен шкулӗсенче вӗрентеççӗ (вӗсене республикипех йӗркеленӗ), ача çуратмалли патронажсенче ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулаççӗ. Унта видеороликсем кăтартаççӗ, буклетсем параççӗ, специалистсем вара пулас ашшӗ-амӑшне ачана пӗрремӗш кунранах мӗнле пăхмаллине ӑнлантараççӗ», - каласа пачӗ ТР Сывлӑх сыхлав мнистерствин штатра тӑман тӗп педиатрӗ Эльмира Сурова. Ача çуратмалли çуртсенче медработниксем амӑшӗсемпе сасартӑк ача вилӗмӗн синдромне асӑрхаттарасси, кӑкӑр ӗмӗртме вӗрентеççӗ, ыйтусене хуравлаççӗ. Участокри педиатр килте ӑнлантару ӗçне ималалла тăсать. «Хӗрарӑмсен консультацийӗсемпе перинаталь центрӗсем пӗр-пӗринпе çыхӑнса ӗçленипе эпир ача вилессин чи пӗчӗк кӑтартӑвне – кӑçал 1,8 промилле (2024 çулта 2,6) çитрӗмӗр. Ку кӑтартупа Тутарстан Раççейре иккӗмӗш вырӑн йышӑнать», – палӑртрӗ Эльмира Сурова.

Сывлӑха сыхлас енӗпе Росздравнадзорӑн Тутарстанри территори органӗ сӑнаса тӑрать. Унӑн тӗп тӗллевӗ – йӗркене пӑсасран профилактика мероприятийӗсене ирттересси. 2025 çулта сотрудниксем 800 ытла асӑрхаттару пани çинчен Росздравнадзорӑн ТР Территори органӗн сывлӑх сыхлавӗн сферинчи патшалӑх тӗрӗслевӗпе надзор пайӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ Елена Хайруллина пӗлтерчӗ.

Росздравнадзор ӗçӗнче мониторинг пысăк вырăн йышăнать. Çапла вăл  акушерпа гинекологи службин лару-тӑрӑвне сăгнасах тăрать. Аудит ыйтӑвӗсенчен пӗри – йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене психологи тата медицинӑпа социаллӑ пулӑшу паракан кабинетсен шучӗ. Хӗрарăмсен консультацинче кашнинче психолог кабинечӗ пулмалли çинчен каларӗ Елена Евгеньевна. Репродуктивлӑ ӳсӗмри тата тӑлӑх ачасен диспансеризацине мӗнле ирттернипе те Росздравнадзор органӗ интересленсех тăрать  Ачасем вакцинаци иртессине, санаторипе курорт тата реабилитаци сиплевӗ кирлине,  эмелсемпе тивӗçтернине хаклаççӗнадзор ӗçченӗсем. Медпулӑшу панӑ чухне законсне пурнӑçланине тӗрӗслевсем ирттернӗ чух ТР прокуратурипе пӗрле ӗçлеççӗ. Спикер тăтăш тӗл пулакан çитменлӗхсенчен эмелпе тивӗçтерес тӗлӗшпе кӑшт кая юлнисене, тухтӑр патне çийӗнчех çырӑнма çукки пирки ыйтса çырнисене палӑртрӗ.

С.Исхаков («татар-информ»ИА) сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье