Паян 17.00 сехетре пуçланакан ашшӗ-амăшӗсен пӗрлехи ларăвӗнче Тутарстанри çӗнетнӗ электронлă вӗрентӳ системине сӳтсе яваççӗ
Паян, январӗн 11-мӗшӗнче, 17.00 сехетре Тутарстанра ашшӗ-амăшӗсен пӗрлехи пухăвӗ пулать. Ăна хальхинче вӗрентӳри информаци технологийӗсене халалланă.
Тӗп темăсенчен пӗри, паллах, «Тутарстан Республикин электронлă вӗрентӗвӗ» системăна çӗнетни пулӗ. Ларăва ТР Вӗрентӳпе наука тата Патшалăх управленийӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăнăвăн цифра аталанăвӗн министерствисен представителӗсем хутшăнаççӗ.
Онлайн мелпе иртекен пухăва хуть кам та асăннă ведомствăсен «ВКонтактери» официаллă сообществисем урлă хутшăнма пултарать.
Тӗслӗхрен, çак ссылка çине пусса: https://vk. com/moinrt16?z=video-174961040_456239371%2Fvideos-174961040%2Fpl_-174961040_-2
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев