Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче асфальт çул уçнă

Çакăн пирки Аксу районӗн «Сельская новь» хаçачӗ пӗлтерет.

Çак тата Çӗнӗ Паланлă ялӗсенче пурăнакансем нумайччен кӗтнӗ ăна. Çурлă-кӗрлӗ вăхăтра нумай тарăхнă вӗсем халиччен пылчăк çăрса. Лайăх çул çукки вӗт кашни ӗçре ура хурать.

6 километр ытла тăсăлакан асфальт çула «Татавтодор» строителӗсем 2024 çулхи июнь уйăхӗнче пуçăннă. Кăçалхи октябрьте ӗçсене вӗçленӗ.

Çула официаллă уçас церемоние паян Мереченпе Çӗнӗ Паланлă ялӗсенче пурăнакансем йышлăн пуçтарăннăччӗ.

Пухăннисене Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов саламланă. «Республика Раисне чӗререн тав тăватпăр. Вăл кашни ялта газ, шыв тата çул пултăр тесе тăрăшать. Пӗр миллиард тенкӗ ытла укçа-тенкӗ тăкакланă Аксу районӗнче çулсем тума. Ӗçсене йăлтах вăхăтлă, пысăк пахалăхпа пурнăçланă. «Татавтодор» филиалӗ аван çул туса пачӗ. Халӗ яла аталантарма тăрăшмалла, пурнăçа аванлатма пур майсемпе те усă курмалла. Ял хуçалăхӗпе производствăна аталантарас тӗлӗшпе сӗнӳсем кӗтетпӗр», – тенӗ Алмаз Минвазыхович.

Пухăннисене çавăн пекех Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова, «Татавтодорăн» Аксури филиалӗн ертӳçи Фанис Сафин саламланă.

Çӗнӗ çула хăю касса уçсан ял çыннисем хăйсен савăнăçне пытарман, тăвăллăн алă çупнă.

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев