Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Николай Угасловӑн ҫуралнӑ кунӗ

Николай Федорович Угаслова ҫынсем ытларах ыркӑмӑллӑхҫӑ, меценат пек пӗлеҫҫӗ.

Паян хӑйӗн ҫуралнӑ кунне чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫынни, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, "ТУС" строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Федорович Угаслов хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.

Николай Федорович Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1952 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

1992 ҫулта "Тус" строительство компанине йӗркелесе ярса паян кунччен ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.
Шупашкар хулинче нумай микрорайон вӑл тӑрӑшнипе ӳссе ларнӑ.

Николай Федорович обществӑлла ӗҫе те активлӑ хутшӑнать. Нумай ҫулсем хушши Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ пулса чӑваш халӑх культурипе йӑли-йӗркисене упраса хӑварассипе, аталантарассипе нумай пысӑк ӗҫсем пурнӑҫларӗ. Ҫуллен Раштав уявне тӑван ялне килме тӑвать. Уйрӑмах ача-пӑча кӗтет ӑна. Мӗншӗн тесен Николай Федорович чӑн-чӑн Хӗл Мучи евӗр кашни валли парнесем илсе килет. Ача садне, шкула ҫӳрекенсем пурте Тав тӑваҫҫӗ ӑна. Вӗренӳре пиллӗк паллӑпа ӗлкӗрсе пыракансем вара Николай Федорович ятӗнчен стипенди илсе тӑраҫҫӗ. 

Вӑт ҫавӑн пек пысӑк чӗреллӗ ырӑ ҫын вӑл. Тен ҫавӑнпа пулӗ ӑна чи малтан ыркӑмӑллӑхҫӑ пек пӗлеҫҫӗ. 

Николай Угаслов тӑван ялӗнче тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртессипе те пысӑк ӗҫсем пурнӑҫларӗ. Ялта асфальт ҫул сартарчӗ, чиркӳ туса лартрӗ. Шкула нумай пулӑшать, унта столовӑйне тӗпрен юсама пулӑшрӗ, партӑсене ҫӗнетрӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Ӑслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа мемориаллӑ палӑк тутарчӗ. 

Николай Федоровича ҫуралнӑ кунпа чунтан саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр! Ырӑ ӗҫӗҫемшӗн тав тӑватпӑр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Известные чуваши