Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ

Паян Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă, пирӗн ентеш – Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 118 çул çитрӗ.

Вилӗмсӗр сăвă-поэмăсем çырнă, чăваш чӗлхин, литературин чапне тӗнчипе мухтава кăларассишӗн ырми-канми тăрăшнă ентешӗмӗр вăрçă темипе те сăвăсем нумай çырнă, мӗншӗн тесен хăй те фронтовик. 1942 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа 1944 çулхи сентябрьччен вăл 207-мӗш тата 273-мӗш стрелоксен дивизийӗсен йышӗнче Совет Çарӗн ретӗнче тăнă, Дон, Сталинград, Брянск, II Белорусси, I Украина фрончӗсенче Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ. Сталинград патӗнчен пуçласа Висла таранах çитнӗ, Польшăри Красник хули патӗнче йывăр аманнă. Рядовой, лейтенант, аслă лейтенант, дивизин политуйрăмӗн инструкторӗ, «За Родину» тата «Сталинец» хаçатсен литература сотрудникӗ пулнă. Вăрçă темипе çырнă сăввисемпе очеркӗсене «А.Сувар» текен псевдонимпа пичетленӗ. Петӗр Хусанкая «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Германие çӗнтернӗшӗн» медальсемпе, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă.

Унăн «Салтак сăмахӗ» сăввипе паллашма сӗнетпӗр.

Салтак сăмахӗ

Самана салтакӗ эпӗ:
Пăшалпа е перопа –
Пӗтиччен кун-çул хисепӗ
Хуралта эп тăрапах.

Çăмăл мар салтак кун-çулӗ:
«Çуртăм – çурăм хыçӗнче,
Чунăм – чӗрне вӗçӗнче», –
Тенине эс илтнӗ пулӗ.

Çӗнтерӳ пӗр аслă юрă,
Пӗр уяв пек пуличчен
Тар та юхрӗ, юн та юхрӗ,
Пуçӗпех пӗтни миçен!

Чи таса, илемлӗ, сывă
Ывăл-хӗрччӗ... Мӗн теес?
Çӗлӗк хыв, пуç тай, çӗршывăм:
Çавсемпе çӗнтертӗн эс.

Хаклă хак тӳлерӗн эсӗ
Сыхламашкăн ирӗке.
Е татах çапла тӳлес-и?
Ку ан пултăрччӗ текех.

Пулмӗ ку! Кăвар çунатлăн
Тухрăн эс вутран-кӗлрен,
Çӗнӗрен хăвна çуратнăн
Чунупа та çӗнелен.

Кун-çулне пурăнаймасăр
Сӳннисен ячӗпеле
Ывăлу-хӗрӳ халь харсăр
Çӗкленет тӳпенелле.

Мӗльюншарăн-мӗльюншарăн
Пуç çухатнă çамрăксен
Ячӗсем, çунса кăваррăн,
Сасă паччăр пур енчен:

«Эй, этемлӗх! Пăх та курччӗ,
Ăнлансамччӗ хăвна ху.
Эпӗр – санăн шанчăкуччӗ,
Ӗмӗтӳ, пуласлăху.

Хăçанччен капла ку пырӗ?
Пур вăрçа та чармалли
Пӗр саккун хăçан-ха çырӗ
Хăйшӗн хăй этем алли?»

Эп çакна илтетӗп халӗ
Самана шăв-шавӗнче.
Сăмахне этемлӗх калӗ,
Çавăнта пырать тӗнче.

Ӗçлӗ кун-и е уяв-и, –
Парăм пысăк ман умра;
Яланах ăна туяп эп,
Сас парап хама кура.

Самана салтакӗ эпӗ:
Пăшалпа е перопа –
Пӗтиччен кун-çул хисепӗ
Хуралта эп тăрапах!

1965 ç.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели Хусанкай