Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян пирӗн çывăх тусăмăрăн, тутар халăх поэчӗн Ренат Харисăн çуралнă кун

Паян тутар халăх поэчӗ Ренат Харис 85 çулхи юбилейне палăртать. Чун-чӗререн саламлатпăр пултаруллă поэта. Чăвашсем эпир ун сăввисене вырăсла мар хамăр чӗлхепех вулама пултаратпăр. Унăн нумай хайлавне чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай куçарнă.

Паян пирӗн хаклă тусăмăр – тутар халăх поэчӗ, драматург, публицист, куçаруçă, общество ӗçченӗ Ренат Харисов хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать. Халăхра ăна ытларах Ренат Харис ятпа пӗлеççӗ. Ку унăн творчество псевдонимӗ.

Ренат Магсумович Харисов Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Елхов кӳлли ялӗнче 1941 çулхи майăн 6-мӗшӗнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул. Ачалăхӗ унăн халăхпа çӗршывшăн йывăр вăхăтра иртнӗ. Аслă пӗлӳ Хусан патшалăх педагогика университетӗнче илнӗ.

Ренат Магсумовичăн ӗç çулӗ Арскри педагогика училищинчен пуçланнă (1963 -1964 çç.). Унтан республикăра тухса тăракан хаçатсенче яваплă секретарь пулса (1965 – 1971 çç.),  ТАССР Писательсен союзӗн яваплă секретарӗнче ӗçленӗ. Пӗр вăхăт культура министрӗн çумӗнче вăй хунă (1973 – 1982 çç.), вара «Казань утлары» журнал, унтан «Татарстан хэбэрлэре» хаçат  редакторӗнче ӗçленӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председатель çумӗ пулса та республика аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ (1995 – 1999 çç.).

Çапах çынсем ăна ытларах поэт пек пӗлсе сума сăваççӗ. Унăн литературăри ӗçӗ-хӗлӗ пуян та анлă. Сăввисемпе поэмисем пысăк пахалăхпа уйрăлса тăраççӗ. Чăвашсем эпир те ун сăввисене вырăсла мар хамăр чӗлхепех вулама пултаратпăр. Нумай хайлавне чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай куçарнă. «Сувар» хаçатра та ун сăввисем пӗрре  мар питчетленнӗ. «Шурăмпуç» журналта вара «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ» поэми кун çути курчӗ. Ăна пирӗн çыравçăсем Евгений Турханпа Лидия Угахина куçарнă.

Ренат Хариса эпир хамăрăн чи çывăх тус вырăнне хурса хисеплетпӗр. Хаçат ятне «Сувар» тесе пама та вăлах сӗннӗ. Паллă китаевед, Вырăс православи чиркӗвӗн архимандричӗ Иоаким Бичурин çинчен либретто çырса та пысăк парне турӗ пире. Çапла «Иоаким»   балет çуралчӗ.

Ренат Магсумович тӗл пулсан ялан хăй чăваш ачисемпе выляса ӳснине асăнать. Ачалăхри вара ăс-тăна тарăн кӗрсе вырнаçать. Тăванла халăхсен туслăхӗн элчи теме пулать ăна.

Паянхи хӗвеллӗ кун эпир Ренат Магсумовича чӗререн хисеплесе çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, иксӗлми вăй-хал, творчествăра хавхалану, çемьере тăнăçлăхпа килӗшӳ сунса сумлă юбилейпе саламлатпăр! Утас çул вăрăм та анлă пултăр, çумра ялан çывăх та юратнă çынсем пулччăр.

Вулакансене çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсемпе савăнтармалла пултăр!

     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ренат Харис поэт