Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян пирӗн паллă ентеш Федор Шаляпин çуралнăранпа 150 çул çитрӗ

Юбилейлă çулталăкра республикăра чылай мероприятисем ирттерме палăртнă, вӗсенчен пӗри – паллă юрăçăн мемориал хăмине уçасси

Хусанăн культура пурнăçӗнче паян паллă пулăм пулса иртрӗ. Федор Иванович Шаляпина халалласа асăну хăмине уçрӗç. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, республикăн культура министрӗ Ирада Аюпова, М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗн директорӗ Рауфаль Мухаметзянов тата ыттисем хутшăннă.
Асăну хăмине Пушкин урамӗнчи 10-мӗш çурта суйласа илнӗ – Лисицин-Емелин çурчӗн фасачӗ. Мемориал хăмине бронзăран Тимофей Тюрин скульптор тунă. 
«Шаляпин опера искусствин аталанăвне нимпе танлаштарайми пай кӗртнӗ. Федор Иванович пӗтӗм тӗнче паллакан артист пулнă. Вăл питӗ Хусана юратнă. Паллă юрăçа тухсан кунта пӗрре мар таврăннă. Эпир аслă юрăçа астăвăмне сума сăватпăр. Çулсерен Шяляпин ячӗпе опера фестивалӗ иртет, унăн ятне Тутарстанăн шӗкӗр хулин пӗр урамне панă. Баумана урамӗнчи пирӗн аслă ентеше халалласа лартнă палăк – хула илемӗ пулса тăчӗ. Паян эпир уçакан мемориал хăми те аслă Шаляпин пултарулăхӗ умӗнче пуç тайни пулать. Федор Иванович пире парса хăварнă культура еткерлӗхне упраса аталантарни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Рустам Минниханов. 
Рустем Кадыров тата Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев