Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян питӗ пылчăклă пулсан – хӗл лариччен тăватă эрне юлнă

Юпа уйăхӗн 27-мӗшӗ – Параскева Пятница. Çанталăк ăмăр, юр çăвать – çу уйăхӗн вӗçӗнче йӗпе-сапа пулать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай – çитес çул тухăç вăйлă çитӗнет.

• Юпа уйăхӗн 28-мӗшӗ – Ефимий. Атмосфера пусăмӗ чакрӗ-тӗк – çиллӗ, çумăрлă çанталăка. Пӗлӗтсем пӗр çӗрелле пуçтарăнни – çумăра. Çак кун вăрăмтуна курсан хӗл ăшă пулать. 

• Юпа уйăхӗн 29-мӗшӗ – Лонгин. Арчаран хӗллехи тумсене кăларма вăхăт çитнӗ. Çил улшăнса вӗрет – хӗл те улшăнчăк пулать. 

• Юпа уйăхӗн 30-мӗшӗ – Осий. Кăвакарчăнсем пытанаççӗ-тӗк – çанталăк пăсăласса. Килти хурсем çуначӗсемпе вӗçсе каясла суллаççӗ пулсан – çумăра. Çак кун çăвăнма юрамасть. 

• Юпа уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лука. Хура кӗркунне вăрăмтунасем пулни – хӗлле ăшă пуласса. Чие йывăççи çинчен çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – ларнă юр хăвăрт ирӗлсе пӗтет. 

• Чӳк уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Енчен те ноябрӗн 1-мӗшӗнче сивӗ тата юрлă – çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать; ку кун ăшă-тăк – çуркунне те ăшă пулать. Çак кун питӗ пылчăклă-тăк – хӗл лариччен тата тăватă эрне юлнă. 

• Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать. Çак кун йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул ырă тухăç ан кӗт.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы