Паян Пӗтӗм Раççей библиотекисен кунӗ
Библиотека кунне паллă тăвас йăла çамрăк – 1995 çултанпа пырать. Ăна Раççейри çын анлăн усă курма уçнă Санкт-Петербурги Императорăн халăх библиотеки ӗçлеме пуçланине халалланă
Пӗрремӗш библиотека миçемӗш çулта ӗçлеме пуçланине калама та хӗн. Тăмран тунă «кӗнекесен» пуххисене, хурăн хуппи çине çырнă тӗркесене паян кун та тупаççӗ археологсем. Историре чи паллисем, кашни вӗсем çинчен илтнӗ, Александр Македонский, Хаяр Иван библиотекисем...
Апла пулин те Библиотека кунне паллă тăвас йăла çамрăк – 1995 çултанпа пырать вăл. Ăна Раççейри çын анлăн усă курма уçнă Санкт-Петербурги Императорăн халăх библиотеки ӗçлеме пуçланине халалланă. Ăна йӗркелеме хатӗрленӗ проекта II Кӗтерне патша 1795 çулта çирӗплетнӗ.
Цифровизаци саманинче библиотекăсем хисепрен тухаççӗ тесе шутлани тӗрӗс мар. Паян та общество пурнăçӗнче библиотекăсен пӗлтерӗшӗ пысăк. Кӗнекесене, куллен тухакан пичет изданийӗснене тирпейлӗн упранипех вӗçленмест библиотекарьсен ӗçӗ, вулакансен тавракурăмне ӳстересси, канăва усăллă йӗркелесси те вӗсен тивӗçӗ пулса пырать.
Питӗ шел, çулсерен хаçат çырăнакансен шучӗ чакать. «Сувара» та çак шăпа пырса тивни хурлантарать, анчах ку пирӗн хаçата вуламаççӗ тенине пӗлтермест. Ялсенчи библиотекăсем çырăнса тăни «Сувар» вулакансен йышне тытса тăма май парть, чăвашсене республиукăри ентешӗсем çинчен, ытти хыпарсене пӗлсе тăма пулăшать. Çакăншăн библиотекарьсене тав туса малашне те кал-кал ӗçлеме хавхалану сунатпăр. Фондсем чăвашла пичетленнӗ çӗнӗ кӗнекесемпе пуянланччӗр, вуакансем йышланччӗр.
Паян библиотекăсенче уяв мероприятийӗсем пыраççӗ. Хусанти Наци библиотеки те пысăк программа хатӗрленӗ. Хусансемпе хула хăнисем унта çитсе курма, хутшăнма пултараççӗ.
Праздничная программа Национальной библиотеки РТ, посвящённая Общероссийскому дню библиотек.
Делимся ссылками на регистрацию и расписанием мероприятий.
09:00-21:00 Акция «Книжный развал»
10:00 и 13:00 Квиз для детей «Сказка за сказкой» https://nbrt.timepad.ru/event/3378832/
11:00 и 14:00 Воркшоп «Библиотекарь на вырост» https://nbrt.timepad.ru/event/3378834/
12:00 и 15:00 Экскурсия «Хранители» https://afisha.yandex.ru/kazan/excursions/khraniteli-2025?utm_source=admitad&utm_content=62b25bac5e05ad0e8d370a071f2d73ef&utm_campaign=58&source=place
12:00 и 15:00 Квест для детей «Позывной «Победа!» 12+ https://nbrt.timepad.ru/event/3225141/
14:00 Лекция «Жизнь, посвященная книге: 100 лет со дня рождения выдающегося татарского ученого-книговеда Абрара Каримуллина» https://nbrt.timepad.ru/event/3378837/
16:00 Каппинг с библиотекарями
https://nbrt.timepad.ru/event/3378840/
17:00 Лекция «Татарская книга 1920-1930-х годов: от арабицы к кириллице» https://nbrt.timepad.ru/event/3378841/
18:00 Научный стендап КФУ https://nbrt.timepad.ru/event/3380223/
19:30 Открытие летней террасы: виниловый сет с Радифом Кашаповым https://nbrt.timepad.ru/event/3379066/
21:30 Музыкальный вечер «Музыка Людовико Эйнауди при свечах» в исполнении коллектива CGM Orchestra https://iframeab-pre7683.intickets.ru/seance/59840801/
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев