Паян Раççейре Заповедниксемпе наци паркӗсен кунне паллă тăваççӗ
Раççей Президенчӗ Владимир Путин çӗршыври заповедниксен ӗçне çутатакан сайт ӗçлеме пуçлани пирки пӗлтернӗ. Вăл Раççейӗн çутçанталăк пуянлăхӗпе интересленекенсемшӗн уйрăмах кăсăклă пулассине палăртнă Владимир Владимирович.
Çакăн пирки РИА Новости хыпарӗ çине таянса «Татар-информ» информаци агентстви пӗлтерет.
Вăл çӗршыври çутçанталăкăн 13 проценчӗ патшалăх сыхлăхӗнче пулнине палăртнă. Апла-тăк пирӗн çӗршыв ку енӗпе тӗнчери лидерсен йышӗнче.
«Ку тӗлӗшпе эпир ӗçсене патшалăх шайне çӗкленӗ. Ăна нумай çул хушши системăласа илсе пыратпăр», — тенӗ Президент.
Сăмах май, паян Раççейре Заповедниксемпе наци паркӗсен кунне паллă тăваççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев