Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Санкт-Петербургра иртекен ҫавра сӗтеле эсир те хутшӑнма пултаратӑр

Ҫавра сӗтеле онлайн мелӗпе хуть кам та хутшӑнма пултарать. 10.00 сехетре пуҫланать.

Паян, ноябрӗн 10-мӗшӗнче Раççей чăвашӗсем тăван чӗлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă çивӗч ыйтусене пăхса тухаççӗ.
Çак тӗлӗшпе Санкт-Петербург хулинче «Актуальные вопросы сохранения и развития чувашской культуры как важной части общероссийской культуры» çавра сӗтел иртет. Унта онлайн та, офлайн та хутшăнма май пур.
Мероприятие Санкт-Петербург тата Ленинград облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗ Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствипе пӗрле йӗркелет. Çавра сӗтеле Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн ертӳçи, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Чăваш Енри вӗрентӳ тата культура учрежденийӗсен представителӗсем, Раççей регионӗсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Тутарстанран "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова хутшӑнать. 
Мероприяти Санкт-Петербургри Халăхсен Туслăх Çурчӗн конференц-залӗнче (Санкт-Петербург хули, Потемкинская урамӗ, 2-мӗш çурт) 10.00 сехетре пуçланать.
Ҫавра сӗтеле ZOOM урлӑ  онлайн мелӗпе хутшӑнмалли ссылка:
https://us02web.zoom.us/meeting/register/tZcpduqrrTIpHNLsSz-Y3rBJE1cgx-yRoqln

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев