Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Тутарстан Республикин Писательсен союзӗнче Евгений Турханӑн 75 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ

ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, ТР Писательсен союзӗн, ЧР Профессиллӗ писательсен, ТР ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗсен пайташне ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем ӑшшӑн саламларӗҫ.

Паян, май уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан Писательсен союзӗн ҫуртӗнче ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, паллӑ писателӗн, 16 кӗнеке (куҫарусемпе пӗрле) авторӗн Евгений Андреевич Турханӑн 75 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. 
Хисеплӗ ҫыравҫа, журналиста тата куҫаруҫа халалланӑ юбилей каҫне «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Ирина Федоровна Трифонова йӗркелесе ертсе пычӗ. Чи малтан юбиляра ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдулла саламларӗ. Евгений Андреевича литературӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн "За достижения в литературе" хисеп паллипе чысларӗ.

ТР Халӑхсен ассамблейин Ӗҫтӑвкомӗн йӗркелӳ уйрӑмӗн ертӳҫи Олег Гаврилов та Турханӑн тӑван культура аталанӑвне  кӗртнӗ ӗҫне пысӑк хак панине палӑртса  ТР Халӑхсен  ассамблейин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.  ТР ЧНКА Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Константин Малышев Раҫҫейри Чӑвашсен федераллӑ наципе культура автономийӗн, Чӑваш наци библиотекин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн саламӗсене ҫитерчӗ.

Юбиляра ҫаплах Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗпе пайташӗ Сильвия Чаркинӑпа Ирина Порфирьева саламласа пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем  сунчӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енрен ятарласа  килнӗ Митта Ваҫлей премийӗн фончӗн президенчӗпе Илья Ивановпа Петр Пупин скульптор, Юрий Дадюков, Петр Сидоров халӑх академикӗсем саламларӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, Чӑваш патшалӑх наукӑпа ӳнер академийӗн саламӗсене ҫитерчӗҫ, Чӑваш Енри Елчӗксен ентешлӗхӗн медалӗпе чысларӗҫ.

Хусанта пурӑнакан юлташӗ, чӑваш халӑх академикӗ Л. П. Морозов, ҫывӑх тӑванӗсем те сцена ҫине тухса ӑшӑ сӑмахсем, Елчӗкри тӑван Турхан ялӗнчи тӑванӗсен саламне каларӗҫ.
Чӑваш халӑх артисткипе Августа Уляндинӑпа Хусанти "Ӗмӗт" этнофолк ушкӑнӗ юбиляра хитре юрӑсем парнелерӗҫ. Ӗҫтешӗсем - "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновӑпа хаҫатсем - ҫӗнӗ произведенисем ҫырма сывлӑх, вӑй-хӑват сунчӗҫ.

Юбилей пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаҫатӑн ҫитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратӑр.

Т. Маркова, В. Александрова сӑнӳкерчӗкӗсем. 

Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей