Паян Тутарстанра Тăван чӗлхе кунне паллă тăваççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Тутарстанра Тăван чӗлхе кунне паллă тăваççӗ

Вăл апрелӗн 26-мӗшӗнче Габдулла Тукайăн çуралнă кунӗнче иртет

Сăмах май, кăçал вăл çуралнăранпа 137 çул çитрӗ. Уява халалласа нумай мерпорияти иртет, вӗсенчен пӗри – Г.Тукай ячӗллӗ премие парас церемони. Çак патшалăх премине çӗршыври тата республикăри культурăна аталантарас ӗçе пысăк пай кӗртнишӗн, литература, искусство, кино произведенийӗсемшӗн, архитектурăри, театрти, юрă-ташăри çитӗнӳсемшӗн параççӗ. 
Паян Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ кăçал виçӗ çынна Тукай премине панă. Сăмах май, кăçалтан унăн калăпăшӗ тата ӳссе 1 миллион тенке çитнӗ. Литературăпа искусство облаçӗнче Наиля Кумысникова, Фирдавес Ханов, Шаукат Гадельша лауреатсем пулса тăнă.

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем.


Нет комментариев