Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян уяр пулсан – сивӗтет

Чӳк уйăхӗнче çанталăк мӗнле – çу уйăхӗнче те çапла пулать теççӗ.

• Чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗ – Илларион. Çак кун уяр пулсан кӗçех сивӗтет. Упа хӗл каçма çӳллӗрех вырăнта вырнаçнă шăтăк суйлать-тӗк – çуркунне шыв нумай пулать. Юр лайăх шăннă çӗр çине ларсан – çитес çул тухăç ăнса çитӗнет.

 • Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать». Ир çинчен тӗтреллӗ пулни – çанталăк ăшăтасса.

• Чӳк уйăхӗн 5-мӗшӗ – Иаков. Çак кун çумăр çусан çитес çул тыр-пул ăнса пулать. Малтанхи сивӗсем ытларах чухне виçӗ кунран ытла тăмаççӗ. Пӗрремӗш хут юр çусан хӗрӗх кунран хӗл ларать. 

• Чӳк уйăхӗн 6-мӗшӗ – Турă Амăшӗн «Всех скорбящих Радость» турăшӗн кунӗ, Афанасий. Çак кунран ӗлӗк улахсем пуçланнă. Чылайччен лăпкă тăнă хыççăн çил тухрӗ-тӗк – юр çăвасса. 

• Чӳк уйăхӗн 7-мӗшӗ – Федот. Хӗвел хӗрелсе ансан – çанталăк пăсăласса. Ирхине тӗтреллӗ-тӗк – ăшăтать. Çак кун ытларах чухне çумăр е юр çăвать. 

• Чӳк уйăхӗн 8-мӗшӗ – Дмит­рий Солунский. Çак кун сивӗ те юрлă пулсан – çуркунне сивӗ пулать; ăшă-тăк – çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Кушак урипе питне хуплать-тӗк – сивӗтессе. 

• Чӳк уйăхӗн 9-мӗшӗ – Мат­рена. Чӳк уйăхӗнче çанталăк мӗнле – çу  уйăхӗнче те çапла пулать теççӗ. Ноябрӗн 9-мӗшӗнче панă сăмаха тытсан пӗтӗм начарри хыçа юлать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество