Паян – Ватăсен кунӗ!
Тен, пурнӑҫ кӗркуннене кӗтсе илнипе уява та ылтӑн кӗрхи тапхӑрта ирттерме йышăннă.
«Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв пирӗн аслă арури çынсене тав сăмахӗ каламалли лайăх вăхăт», – тесе çырнă Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Телеграм-каналӗнче ватă çынсене уяв ячӗпе саламласа.
Эпир паян пӗтӗм вӑйне, пӗлӗвне халӑха халалланисене, сывлӑхне, ҫамрӑклӑхне ҫамрӑк ӑрӑва панисене чыслатпӑр. Ахальтен-им ҫак кунӑн иккӗмӗш ячӗ – ырӑпа хисеп кунӗ. Хăш-пӗр чухне пенси ҫулне ҫитнӗ ҫынсене хальхи обществăра хисеплеменнине те тӗл пулатпăр. Кун пек пулмалла мар.
Паянхи куна пӗтӗм тӗнчипе 600 миллиона яхӑн ватă ҫын пурăнать. Нумайăшӗ пенсие кайсан хăйшӗн кăна пурăнма пуçлать-ха. Хăш-пӗри çамрăк чух хăю çитереймен профессие алла илет. Нумайăшӗ çӗнӗ технологисемпе усă курма вӗренет. Культура та ватăсемшӗн чун уççи. Кашни ялтах ваттисен ансамблӗсем йӗркеленнӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççӗ.
Хальхи вăхăтра ват çынсене чи кирли – тăнăç патшалăх, общество, çемье, çывăх çынсен тимлӗхӗнче пулни. Вӗсен ватлăхӗ чăннипех те канлӗ, лăпкă, интереслӗ ирттӗр, пурин те çирӗп сывлăх пултăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев