Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта пӗрремӗш хут Медиа-Уяв иртет

Ăна Республикăри «Сувар» хаçат пуçарăвӗпе, «Татмедиа» агентство тӗрев панипе ирттереççӗ. Журналистсен Уявне «Сувар» хаçат 30 çул тултарнине халалланă.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра чăваш чӗлхипе 5 хаçат тухса тăраççӗ: Аксу, Нурлат, Çӗпрел, Пăва районӗсенче тата Хусанта. 
Мешехе Издательство çурчӗ çумӗнчи (Декабристсен урамӗ, 2 çурт) Фестиваль бульварӗнче кăнтăрла пуçланать. 
Малтан республикăри чăвашсене халалланă курав уçăлать. Вăл пӗр уйăх тăршшӗ ӗçлӗ. Пуçлăхсем саламланă хыççăн импровизациллӗ сцена çине пӗртăван Чаркинасем – Софияпа Стефания – тухӗç. Çавăн пекех «Çуркунне», «Ӗмӗт», «Салам» ансамбльсем те, чăваш баянисчӗсем те хутшăнӗç Медиа-Уява. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев